Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫырусенче (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫар ҫыннисене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ҫырнӑ ҫырусенче ачасем ҫӑмӑл мар ҫар службишӗн, пирӗн Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗшӗн паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗхшӗн пулӑшу тата тав сӑмахӗсем ҫырнӑ, хӑвӑртрах Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнма суннӑ.

В своих посланиях военнослужащим, участникам специальной военной операции, дети передавали слова поддержки и благодарности за нелегкую военную службу, героизм и мужество в защите нашей Родины и желали скорейшего возвращения с Победой домой.

Хушӑлкари вӑтам шкул вӗренекенӗсем патриотла акцисене хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3486985

Унӑн юратнӑ тата пӗртен пӗр жанрӗ — редакцине янӑ ҫырусем, ҫав ҫырусенче критиклекен тӗп объектсенчен пӗри илемлӗ литература пулнӑ.

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Амӑшӗ пирки Петӗр ӗлӗк-авал курнӑҫнӑ хушӑра та, ҫырусенче те час-часах асӑнатчӗ.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫырусенче ҫырни, тӗпрен илсен, тӗрӗс, ҫавӑнпа сирӗн хӑвӑра айӑпа йышӑнакан ҫын пекрех тыткаламалла-тӑр.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫак вӑхӑтра ҫулпуҫ патне ҫырнӑ ҫырусенче ҫӗршывра пулса иртекен пысӑк ӗҫсен шавӗ илтӗнсе тӑнӑ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Ӑс тени унӑн ҫырусенче Мускав патшине хӑратмалӑх та, хӑйӗн Хусанти хӗрне вӗрентмелӗх те, элчӗсемпе тавлашмалӑх та пур.

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван ҫырусенче Кампур ҫинчен те ыйтса ҫырнӑ.

Помоги переводом

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Мӗн кӑна ҫырса пӗтермен ку ҫырусенче!

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Курӑнми алӑ тӗлӗнмелле ҫырусенче палӑрать, вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма май ҫук; музыкӑра ҫапла — вӑл калаҫнӑ чухне.

Невидимая рука чертила странные письмена, понять значение которых было нельзя, как в музыке, когда она говорит.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӗсмет енӗпе угрозыск пайне килнӗ ҫырусенче паян нимӗнле хыпарах та курӑнмарӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Дублинра сукнапа сутӑ тӑвакан пӗр йӑваш ҫын ҫырнӑ пек туса кӑтартнӑ ҫырусенче вӑл Ирланди ҫыннисен пит чухӑн кӗлмӗҫле пурнӑҫне ӑнланма ҫӑмӑл чӗлхепе ҫав тери ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ, вӗсен ҫӗршывӗнче хӑйсен законсем пуррине, вӗсен авалхи ирӗклӗхне туртса илме никама та право паманнине кӑтартса панӑ.

В простых и убедительных выражениях, доходивших до сердца каждого ирландского труженика, якобы от имени скромного дублинского торговца-суконщика, он описал ужасающую бедность и нищету ирландцев, напоминал о том, что в их стране существуют свои законы и никому не дано прав посягать на их старинные вольности.

5 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Хӑш-пӗр хаҫатсем хӗрарӑмсенчен ҫырусем илнӗ, вӑл ҫырусенче вӗсем хӑйсен упӑшкисем аскӑнланса пурӑнни ҫинчен ҫыраҫҫӗ.

В некоторых газетах получены письма женщин с разоблачением деятельности их мужей.

Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.

Ирина пит-куҫне пӗркелентерчӗ: ҫырусенче хӑрушши нимех те ҫук; тантӑшсем, палланӑ ҫынсем ҫырнисем ҫеҫ, ҫапах та куҫ хывма юратакан ирсӗр ҫынсем вулани кӑмӑла каймасть.

Ирина поморщилась: в письмах опасного ничего нет — так, самые обыкновенные, от подруг, от знакомых, а все-таки противно, что будут читать их чужие, поганые охранные глаза.

XVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫырусенче вӑл хӗҫпӑшаллӑ восстание епле пуҫламалли ҫинчен кӑтартусем панӑ.

В письмах он давал указания о том, как начинать вооружённое восстание.

Маруся юлташӗсемпе пӗрле праҫнике хатӗрленет // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ун вырӑнне эпир Ленин ҫырӑвӗсене пӗлетпӗр, ҫав ҫырусенче Ленин пире ҫапла вӗрентет: февральте пулнӑ революци ҫинче эпир чарӑнса тӑмастпӑр, тет.

Но нам известны письма Ленина, и в этих письмах товарищ Ленин учит нас, что на той революции, которая была в феврале, мы не остановимся.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Шура ӑна Минскран килекен ҫырусенче кӗтетчӗ, вӑл пур — кунтах, ҫумрах, ҫарӑн полевой госпиталӗнче, янах шӑмминчен аманнисен тӑххӑрмӗш палатинче пулнӑ иккен.

Шура ждала его в письмах из Минска, а оно было уже тут, под боком, в ее полевом армейском госпитале, в девятой палате челюстников!

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Анчах арӑмӗ патне яракан ҫырусенче ҫаксене вӑл пытарма тӑрӑшнӑ.

Однако в письмах к жене он старался быть одержанным.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Ҫырусенче?

— В записках?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Трассӑна сулахай енӗпе тӑвас шухӑша эсир шухӑшласа кӑлартӑр-и е ун ҫинчен пирӗн ҫырусенче вуласа пӗлтӗр?

— Вы сами додумались до идеи левого берега или прочли о ней в наших записках?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫырусенче чӑваш сӑмахӗсем те тӗл пулаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней