Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Аппа, эсир пирӗншӗн ырӑ тунине ҫырлахтарма урӑх нимӗн те ҫук.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Евчӗ вӑл ашшӗ-амӑшне ҫырлахтарма кирлӗ.
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ашшӗ-амӑшӗ хӑш-пӗр чух, уйрӑмах ӗҫҫи вӑхӑтӗнче, кӑнтӑрлана та киле килмен, ҫавна пула кусен хырӑм выҫҫине янтӑласа хӑварнӑ сивӗ яшкапах е тип апат ҫырткаланипех ҫырлахтарма тивнӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Малтан унӑн кашни ирӗкне, кашни кӑмӑл туртӑмне ҫырлахтарма хатӗр пулнӑ Поля халӗ Лавра пӗтӗмпех хӑй ирӗкне пӑхӑнтарчӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Айӑпсӑр ҫын хутне кӗрсе, инкек кӳрекене кураймасӑр сивлес вырӑнне, вӑл Ҫтаппанӑн хаяр кӑмӑлне пусарма, Миххан киревсӗр ӗҫӗсемпе ҫырлахтарма васкарӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл арӑмӗ мӗн хушса янине аса илчӗ те, темӗнле ӗҫ пирки чӗннӗ пулсан та, парӑнса, кирлӗ пулсан, йӑпӑлтатса калаҫса, Михха кӑмӑлне ҫырлахтарма шухӑшларӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эпӗ мӗн чухлӗ ҫисе янинчен вӗсем мана сахалпа ҫырлахтарма ҫуккине чухласа илчӗҫ; чи пысӑк пичкине вӗренсемпе пит ҫӑмӑл ҫӗклесе хӑпартрӗҫ те, ӑна ман алӑ патне йӑвантарса пычӗҫ, унтан тӗпне ҫапса кӑларчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫавӑнпа та Гатлинг орудийӗ ҫырлахтарма пултарайман, унпа хутран-ситрен ҫеҫ усӑ курнӑ.Поэтому орудием Гатлинга были не очень довольны и применяли его редко.
Нумай кӗпҫеллӗ пӑшал // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Нумай пӗлме тӑрӑшакан тата пултаруллӑ ачана ҫакӑ, паллах, ҫырлахтарма пултарайман.
Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.
Эпӗ урӑхла шут тытрӑм, ман ӗҫе сенатра пӑхса тухмалла-ҫке-ха, терӗ атте: анчах Мими каланӑ тӑрӑх, Авдотья Васильевнӑна ялта кичем пулнӑран, вӑл Мускава час-часах аса илнӗрен тата сывмар пек тунӑран, атте ун кӑмӑлне ҫырлахтарма шут тытнӑ иккен.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку йышши ҫынсем хӑйсем савакан чунӑн ҫитменлӗхӗсене те юратаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫак ҫитменлӗхсем кӑмӑлӑн ҫӗнӗ туртӑмӗсене ҫырлахтарма май туса параҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑтма ҫук хӗрхенчӗҫ вӗсем старике, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсен ӑна тата ытларах пулӑшас килсе кайрӗ, ун кӑмӑлне ҫырлахтарма пӗр-пӗр питех те ырӑ ӗҫ тӑвас килчӗ..
Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чӗрине ниепле те ҫырлахтарма пултарайман ҫак арӑш-пирӗше нихӑш енлӗн те хутшӑнмасӑр пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те Нина, савнӑ каччи хыҫҫӑн алӑк шатӑрах хупӑнса юлсан, тӗлӗнсе пӑхса тӑракан Мукуҫ мучи умӗпе хӑлха-вӑрт варкӑшса иртрӗ, ҫекӗле вӗлт ҫӗклесе купӑс сасси илтӗнекен сӗрелле вӗҫнӗ ,пек тухса чупрӗ…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫутҫанталӑк вӗсене, яланхи пурнӑҫра ырӑ ӗҫ тума май парса, малтанах лӑпкӑлӑх парнелет, вӗсен шалти туртӑмне, вӗсен пурнӑҫӗнчи хӑйсене ҫырлахтарма кирлӗ ыйтусене малтан пӗлсе тӑрсах пӗчӗклетет, сахаллатать, вӗсене чун-чӗрери пахарах, кирлӗрех енӗсене пӑхӑнтарать.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫынсемпе суту-илӳ тӑвакан Таманго, ҫапӑҫусенче чапа тухнӑ ҫын, халь анчах ҫыран хӗррине пӗр пысӑк ушкӑн чура илсе пынӑ, вӑл вӗсене йӳнӗ хакпах сута-сута янӑ, унӑн хӑй таварне сахаллатас килнӗ, апла тусан тавар илекенсене ҫырлахтарма ҫӑмӑлтарах пуласса шаннӑ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Парне паратчӗҫ, ҫырлахтарма, кӑмӑлне ҫавӑрма тӑрӑшатчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Тӗрӗссипе каласан, ку хаяр учитель кӑмӑлне ҫырлахтарма майӗ те пулман.По правде говоря, ему было сложно угодить, он наводил страх на весь класс.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах йӑлтах урӑхла пулса тухрӗ: шуйттан хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтарма ыйтса ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, алӑка шакканӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.Но все пошло иначе: черт только что представил свое требование, как вдруг послышался голос.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Обер-ефрейторӑн та Марийка умӗнче хитре пулас килсе кайрӗ, — сӑн-сӑпачӗпе ҫеҫ мар, чунӗпе те, ҫавӑнта ӗнтӗ вӑл, ҫак кӑмӑла пӗтӗмӗшпех парӑнса, хӑй кӗтмен ҫӗртенех, ҫак вырӑс пики кӑмӑлне ҫырлахтарма шут тытрӗ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Капла пӑхсан, Александр Матвеевич, сирӗн кӑмӑла ҫырлахтарма та пулать пек.На первый взгляд ваше желание, Александр Матвеевич, представляется возможным.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1
- 2