Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтан Иванов (Петров, Сидоров…), ытла чаплах мар пулин те, литератор пулнӑ, кӗнекесем те ҫыркаланӑ, теҫҫӗ, анчах кайран лит-оратор пулса тӑнӑ: хӑй нимӗн те ҫырман, ҫынсем ҫырнине тиркенӗ те мӗнле ҫырмаллине вӗрентнӗ, ҫавӑн пиркиех ӑна пысӑк писатель тесе шутланӑ.
Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.
«Права» тени тӗп-тӗрӗсех, ун ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ фото ҫинче те ҫак ҫын сӑнех пулнӑ, анчах путевкӑна та, накладнойне пӗр почеркпа, кӑранташпа, васкаса, чӑр-чар ҫыркаланӑ, ҫав почеркпах алӑ пусса хунӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ҫырма пӗлменнисем юлташӗсене хӑйсен ячӗпе ҫыртарнӑ, лешсем вара, тепӗр чухне, ирттерсе те ҫыркаланӑ — ан тив, хӗпӗртетӗр савнин чӗри.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хуплантӑм!» — тесе шухӑшларӑм та хам ҫыркаланӑ диктанта Саша еннелле тӑсрӑм.
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Вӑл инженер, марксист ҫеҫ мар, сӑвӑсем те ҫыркаланӑ.А Глеб Кржижановский был не только инженер и марксист; он ещё и стихи сочинял.
Мӗн пулнӑ май уявӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Эпир Алешӑпа ҫак кунсенче Родионовӑн ҫыркаланӑ тетрадьне пӑхкаласа тухрӑмӑр, — терӗ Беридзе.— Мы с Алешей на днях просматривали тетрадки Родионова с записями, — сказал Беридзе.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫавнашкалах вӑл темскерсем ҫыркаланӑ, анчах вӑл ҫырнисем Курьеркӑра нихҫан та курӑнман пирки никам та вӗсене кирлӗ, усӑллӑ япала вырӑнне хуман.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Иккӗшне те пӑшӑрхантаракан ыйтупа калаҫу пуҫарма хатӗрленсе, вӑл, хапӑл-хапӑл ҫыркаланӑ блокнота листан-листан уҫнӑн, паян мӗн курни-илтнине тепӗр хут аса илчӗ, ҫапах та мӗнрен пуҫламаллине шыраса тупаймарӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫак гувернантка литературӑна питӗ юратнӑ, хӑй те ӑпӑр-тапӑр сӑвӑсем ҫыркаланӑ; вӑл Еленӑна вулама вӗрентнӗ, анчах вулани ҫеҫ хӗрӗн кӑмӑлне тултарайман: Елена мӗн ачаранах ӗҫлесшӗн, ырӑ ӗҫсем тӑвасшӑн ҫуннӑ; кӗлмӗҫсем, выҫӑсем, чирлисем ӑна хӑйӗн енне туртнӑ, пӑшӑрхантарнӑ, чӗрине ыраттарнӑ; вӑл вӗсене тӗлӗкре курнӑ, вӗсем ҫинчен хӑйӗн паллаканӗсенчен пуринчен те ыйта-ыйта пӗлнӗ; ыйткалакансене е нушаллисене тӑрӑшса, чаплӑ ӗҫ тунӑ чухнехи пек, пӑлханса япаласем панӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫав таранччен вӗсем мӗнле сочиненисем ҫыркаланӑ, ҫак хӗрсен сочиненийӗсен темисем те ҫавнашкалах: «Туслӑх», «Ӗлӗкхине аса илнисем», «Историре турӑ хушса пыни», «Юмахри патшалӑх», «Вӗреннин уссисем», «Тӗрлӗ патшалӑхсен тытӑмӗ, вӗсен ӑрасналӑхӗпе пӗрпеклӗхӗ», «Меланхоли»1, «Атте-аннесене юратасси», «Чун ӑҫталла туртнисем» т. ыт. те.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1