Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫӳҫене-ҫӳҫенех, ытла та асӑрханса, урасене шитшерӗн-шитшерӗн шутаркаласа ҫыран хӗрринех ҫывхартӑм та куҫа аялалла тирӗнтертӗм — чӗрем сӳ-ӳ-ӳ! сӗвсе кайрӗ: ытла та чӑнкӑ вӑл, пӗве «тӗпсӗр», шывӗ «хуп-хура» (ун ҫинче пӗр тӗлте ӳпресен кӗтӗвӗ пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне ҫӑмхаланать).
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Ҫапла майлӑрах сӗмленсе, эпӗ ҫывӑхрах, шӗпӗр-шепӗр япаласем хушшинче выртакан, ҫуркаланчӑк, хӗррисемпе чӗлпӗкленсе пӗтнӗ, сӑрламан пӗчӗк хӑма таткине алла илтӗм те тӗкӗнмен шӑмӑ купи патнелле чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫывхартӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Трактора чарса ун патнелле ҫывхартӑм.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Эпӗ ун пичӗ патне ҫывхартӑм…
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Патнех ҫывхартӑм.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Ҫак самантра хамӑн самолета мӗн вӗҫме пултарнӑ таран хӑвӑрт вӗҫтерсе тӑшман патнех ҫывхартӑм.В этот миг, развив предельную скорость, которую только может дать мой самолёт, я сблизился с врагом.
16. Фашистсен реактивлӑ самолечӗпе ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ман маневр ӑнӑҫлӑ пулчӗ, хӑвӑрт вӗҫнипе эпӗ самантрах реактивлӑ самолет патне ҫывхартӑм — ун патне ҫитме икҫӗр метртан та ытла мар пулмалла.
16. Фашистсен реактивлӑ самолечӗпе ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ сӗтел патне ҫывхартӑм, ку сӗтел хушшинче икӗ профессор лараҫҫӗ, хура доска умӗнче гимназист тӑрать.Я подошел к столу, у которого сидело два профессора и стоял гимназист перед черной доской.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпе сӗтел патнерех ҫывхартӑм, анчах профессорсем, эпӗ пурри ҫинчен пӗлмен пекех, ҫаплах хӑйсем хушшинче пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хыҫӑмран алӑк хупӑнсанах ун умне ҫывхартӑм.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Хӑмӑша икӗ алӑпа ик еннелле сирсе, анчахрах паллашнӑ ача тӑнӑ вырӑна ҫывхартӑм.Отводя их руками в стороны, приблизился к тому месту, где только что прятался мой новый знакомый.
Улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Эпӗ хӑвӑртрах утрӑм та ун патне ҫывхартӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Яхта патнех ҫывхартӑм, ун патне ҫитме утмӑл метртан та ытла юлманччӗ, вӑл ҫаварӗнче те утравран лерелле ишсе кайрӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Туратсене сирсе хуҫкаласа, эпӗ ун патнелле ҫывхартӑм та ӑна чӗнтӗм.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Эпӗ ҫывхартӑм та — тӗлӗнсех кайрӑм.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Пӗр каҫхине эпӗ Гагинсен иҫӗм пахчийӗ патне ҫывхартӑм та калинкке хупӑнса тӑнине куртӑм.Однажды вечером, подходя к винограднику, где жили Гагины, я нашел калитку запертою.
VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эпӗ кӑштах ҫывхартӑм та галлерейӑ кӗтессине пытантӑм.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑшӗ те хӑшӗ вилнӗ-и, тен, тесе те пуҫа шухӑш пырса перӗнчӗ, эпӗ … станца патне хуйхӑллӑ япаласем кӗтсе ҫывхартӑм.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
- 1