Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хула патне ҫывхарса пынӑ чух машинӑна кун пек хытӑ хӑвалама та юрамасть, хуллентерех килес пулать.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Журналсем вулаттартӑн та, ҫавӑнпа ҫеҫ сана каларӑм, — терӗ Мишша Тарас патнерех ҫывхарса.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Вара хӑйне ҫӗлен сӑхнӑ пек сиксе илчӗ, аяккарах кайрӗ, унтан каллех Алюнов вилли патне ҫывхарса тӑчӗ.
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Йӳҫӗ ӑвӑс вуллинчен ҫакса хуратӑп! — кӑшкӑрашрӗ вӑйпут карчӑк патне ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сасартӑк вӑл таҫта хыҫал енче хӑйсем патнелле хӑвӑрт ҫывхарса килекен урхамах ури сассине илтрӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вилӗм ҫывхарса килнӗ, куран.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хайхи сасӑ кӗпер патнелле ҫывхарса килет.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑр хӳттипе, чӑнах та иккен, фашистсем пирӗн траншейӑсем патнех ҫывхарса килеҫҫӗ.
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Хамӑр та пӗлнӗ мӗншӗн ӗҫленине, тӑшман кунталла ҫывхарса килме пултарнӑ,- куҫне шӑла-шӑла каласа пачӗ Санькка аппа.
Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/
Шӑп уйӑх вӗҫӗ ҫывхарса килет-ҫке.
Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.
Пирӗн пата та граждан вӑрҫи ҫывхарса килет.
Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Чунӑма ленчешкелентерсе, пӗр авӑк ӳт-тирӗме куҫа шартарса, ҫунтарса пӑхакан кӑнтӑр хӗвелӗпе хӗртсе, пиҫтерсе тӑтӑм, алла выляткаласа, карӑнса-тӑскаланса илтӗм, кукленҫи турӑм, вара, шыв патне ҫывхарса, урана Атӑла пусрӑм: сивӗрех те-ха…
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Халӗ вӑл хӑйӗн пурнӑҫран уйрӑлас тӗлӗ пар лашаланнӑ хура эсрелӗн чуппи-сиккипех шӑхӑрса ҫывхарса килнине уҫҫӑнах туйса илчӗ, чӗри сиввӗн тире-тире кӑрнлатма пуҫларӗ, вара пурҫук вӑйне пухрӗ те, пыр тулли пӑвӑнса, тутӑх, хӑрӑлтӑк, тискер сасӑпа чуна ҫурса, хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫитмӗлелле ҫывхарса пыракан Уртем Михалине курорт-санаторисенче канма тӳр килменччӗ-ха, кӑҫал, ак, пенсие тухичченех ӗҫленӗ совхозран хистесех путевка тыттарчӗҫ те карчӑккипе канашлакаланӑ хыҫҫӑн «Хӗвел шевли» ятлӑ канмалли ҫурта кӗрлеттерсе ҫитрӗ.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Каҫ ҫывхарса килет.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Ҫур ҫӗр ҫывхарса пырать пулин те, хула урамӗ шӑпланса ҫитмен-ха.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарса ҫитет, чӑрӑша «чӗртме» вӑхӑт мар-ши?
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Акӑ леш енчи тӑвайккинчен кӗпер ҫинелле тӑп-тулли тиенӗ прицеплӑ «Беларусь» трактор хӑлтӑртатса анать, Ванюкӑн та машини кӗпер ҫинелле ҫывхарса пырать.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Питӗ вӑйлӑ ҫумӑр хӑвӑрттӑн ҫывхарса ҫитрӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӗр-хӗрарӑмсене ҫывхарса килекен уяв ячӗпе саламласа хӑйӗн сӑввисене вуларӗ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.