Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ашшӗ сылтӑм аллипе куҫне хӗвел ҫутинчен хуплать, юпана ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫити, аялтан ҫӳле ҫити пӑхать.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Тен, унта хуласене кирпӗчрен мар, хӗвелпе уйӑх ҫутинчен тӑваҫҫӗ, вилӗм мӗн иккенне те пӗлмеҫҫӗ пуль, вӗсен чӗлхинче «чир», «масар», «ватӑлӑх» сӑмахсем те ҫук пуль…
Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Кӗҫ-вӗҫ ҫӗр ҫине персе анасла ҫывӑх уйӑхӑн сивӗ ҫутинчен пӳртре те пытанма май ҫук.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Ыраш пусси ҫийӗн вара лаптӑкӑн-лаптӑкӑн хӗвел ҫутинчен те йӑмӑхрах шурӑ ҫутӑ саркӑмӗсем пӗр вырӑнтах ерипен, каллӗ-маллӗ шуса, ҫаврӑнса ҫӳренӗ пек курӑнать.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Кӑнтӑр ҫутинчен вӑтанакан суккӑр кайӑк пурӑнать вӑрманта, мӗн вӑл?
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Вилме патне ҫитнӗ те-ха, ҫавах кун ҫутинчен уйрӑлас килмест мар-и, ара.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ кун ҫутинчен пытанма ӗлкӗриччен Энӗшкасси ялне икӗ ҫӗнӗ хыпар ӳкерсе хӑварчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑй хӗвел ҫутинчен хупланас тесе, куҫӗ тӗлне ал тупанӗпе картлать.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Паккай куҫне хӗвел ҫутинчен аллипе хупласа анаталла пӑхать.Заслонившись рукой от солнца, Паккай то и дело поглядывает вниз.
IV // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.
Ҫав самантрах тенӗ пек ҫӑра уҫҫи чанклатнине илтрӗм, акӑ пусман уҫӑмсӑр ҫутинчен пирӗн пата тӗттӗмелле шӑмӑллӑ ҫинҫе мӑйӗ ҫинчи пысӑк пуҫ усӑнчӗ — урам сӗмлӗхне пула пичӗ тӗксӗм.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫути пире тулли Уйӑх ҫутинчен сакӑрвунӑ хут вӑйлӑрах курӑнать.Земля светила раз в восемьдесят сильнее, чем светит полная Луна на земном небе.
Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл вут ҫутинчен пӑрӑнса, тутисене хӗссе, куҫ харшисене пуҫтарса ларнӑ пек курӑнать.сжатые губы его не шевелились, сдвинутые брови не расходились — он словно все щурился от огня.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Вут ҫутинчен тӗттӗм ҫӗртине пӑхса курма питӗ хӗн, ҫавӑнпа вут ҫути, йӗри-тавра хура чаршав карса хунӑ пекех, тӗттӗм курӑнать.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Ан тив, пулни-иртни ҫывӑртӑр хӑйӗн шӑтӑкӗнче, тӗнче ҫутинчен пытанса.Прошлому иногда уместнее всего спать в своих норах и не показываться на свет божий.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Иха «Ҫӑлтӑр ҫутинчен ҫуралнӑскертен» мӗн юлнине ҫыхха пуҫтарчӗ.Иха завязала в узелочек то, что осталось от «рождённой из света звёзд».
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн кӑвакрах хул пуҫҫисем, тулса ҫитеймен кӑкӑрӗсем, ансӑр пӗҫҫисем чӑнах та ҫӑлтӑр ҫутинчен ҫуралнӑн туйӑнаҫҫӗ.Её голубоватые плечи, едва развитая грудь, узкие бёдра казались Лосю рождёнными из света звёзд.
Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Чи кирли, кисретекенни халӗ — вӑл каллех «Ҫӑлтӑрсен ҫутинчен ҫуралнине» курать.Главное, потрясающее будет то, что сейчас он снова увидит «рождённую из света звёзд».
Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл кӑшкӑрса ячӗ, вара, ҫак сасса илтнӗ пекех, ҫӳлтен, хӗвал ҫутинчен, ҫывӑхрах хавас та чӗрӗ сасӑ ҫивӗччӗн илтӗнчӗ — автомобиль сиренин сасси…
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Кун ҫутинчен тӳрех кӗнипе подвалта малтан тӗттӗм пулчӗ.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Юлашкинчен Михайлов машинине виҫӗ прожектор ҫути ярса тытнӑ та хӑйсен ҫутинчен ниҫталла та кӑларса яман.Три прожектора поймали машину Михайлова и не выпускали её из своих лучей.
Пӑтӑрмах // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.