Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫанталӑк ӑшӑтнӑҫемӗн ӑшӑтрӗ, йывӑҫсем тавра шыв ункисем ҫуталчӗҫ.
56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Эпӗ доярка вӗт, нимӗн те туман, — тӑлӑх арӑмӑн пӗлӗт пек кӑвак куҫӗсенче шанчӑк кӑварӗсем те ҫуталчӗҫ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӗнтӗ урамри хунарсем ҫуталчӗҫ.
10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Унӑн хура куҫӗсем хаяррӑн ҫуталчӗҫ.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Палюков ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса илчӗ, куҫӗсем ҫуталчӗҫ.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ма ыйтатӑн? — ырра сиссе ҫуталчӗҫ хӗрарӑмӑн куҫӗсем.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Йӗпеннӗ каскӑсем йӑлтӑртатса ҫуталчӗҫ, юнгштурмовкӑсем ешӗл-симӗссӗн курӑнса кайрӗҫ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Тап-таса ҫӑлкуҫ пек чун-чӗреллӗ ҫын вӗт манӑн Улюк кин, ача чӗреллӗ ҫын, — терӗ те малалла Анюк, пӑлханнипе унӑн пӗтӗм сӑн-пичӗ чӗтренсе илчӗ, хӑмӑр куҫӗсем шывланса ҫуталчӗҫ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
…Журнал пӗтсен, залра лампӑсем ҫуталчӗҫ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Сима нимӗн те чӗнмерӗ, ҫаврӑнчӗ те ҫаврӑнчӗ ташӑ картинче, куҫӗсем ҫеҫ савӑнӑҫлӑн ҫуталчӗҫ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Сима шарламарӗ, куҫӗсем кӑна ӑшшӑн ҫуталчӗҫ ун.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Хӗрсен сӑнӗсем сисӗнмеллех ҫуталчӗҫ, вӗсем кулкаласа та илчӗҫ, ҫӗрти чӗпӗсене тытса изолятора илсе кайрӗҫ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Каччӑн куҫӗсем ҫуталчӗҫ.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Горовицӑн куҫӗсем пӗр самантлӑха сӳннӗ пек пулчӗҫ, унтан каллех малтанхи пекех ҫуталчӗҫ:Глаза Горовица потемнели на миг, затем снова приобрели прежнюю ясность:
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Учителӗн куҫӗсем хаваслӑнрах ҫуталчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ачаш та тӗпсӗр куҫсенчен пӑчӑртанса тухнӑ куҫҫуль тумламӗсем вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗ ҫинче ҫиҫсе ҫуталчӗҫ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Ӗлӗкхи ачаш та илӗртӳллӗ сӑн кӗчӗ ӑна, куҫсем ҫуталчӗҫ, ҫӳлти таса тӳпе пек, кӑн-кӑваккӑн курӑнакан пулчӗҫ.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Укахви тем аса илнӗ пек пулчӗ, ун куҫӗсем хавассӑн ҫуталчӗҫ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Сире валли пӳлӗмсем хатӗр, — пырса тӑчӗ Товаль, унӑн хыткан, шӗвӗр пичӗ, мӑн кӑмӑллӑрах пысӑк куҫӗсем ытарлӑ кулӑпа касӑлса ҫуталчӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах ку усӑ кӳмерӗ; янкӑр ҫутӑ хӑй, паллах, куҫӑмсене кӗмӗллӗн сӗртӗнсе уҫӑлтарчӗ; умри стенасем ҫуталчӗҫ, вӗсем юмахри тавралӑха сӑнарлакан ҫап-ҫутӑ пӗвесене аса илтереҫҫӗ.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.