Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кудряшов плащ тӳмисене вӗҫертсе янӑ та ӑна ҫурӑмӗ хысне пуҫтарса тытнӑ, — аллине сулкаласа калаҫакан бригадира ун ҫинчен куҫне илмесӗр итлет.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Кӑна эпӗ мӗншӗн аса илтӗм? — ҫурӑмӗ ҫинчи ӳкерчӗке курасшӑн пулнӑ пек, хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхма хӑтланчӗ Аликов.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Спецовкин ҫурӑмӗ ҫине сӑвай ҫапакан копер тукмакне ӳкерсе хунӑ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл тухса кайрӗ кӑна, алӑк анинче шупка-сарӑ тӗслӗ вӑрӑм плащ тӑхӑннӑ арҫын ҫурӑмӗ курӑнчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тоня, арӑмӗ, питне ун ҫурӑмӗ хыҫне пытарнӑ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫук, пӑрахмарӗ, урӑх ҫӳреймесен те, килте вырттӑр, тесе, ҫурӑмӗ ҫиме ҫавӑрса хучӗ те — утрӗ ҫапла пирӗнпе пӗрле вуникӗ ҫухрӑм.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Урӑх ӳкӗтлесе тӑмасӑр, вӑл мана сумкӑпа пӑрӑх тыттарчӗ те, хӑй алӑк тӗлне лӑпчӑнчӗ, ӑна ҫурӑмӗ ҫиме тайӑлтарчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Алӑкне вӑл пӑявпа ҫыхса ҫурӑмӗ ҫине хунӑ, сылтӑм аллине виҫ хӑлаҫ тӑршшӗ пӑрӑх тытнӑ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Акӑ еплерех пулмалла хальхи вӑхӑтра чӑн-чӑн ҫыннӑн, — тесе хайхискер яшт! тӳрленчӗ, хырӑмне ҫурӑмӗ ҫумнерех тартса кӑкӑрне каҫӑртрӗ:
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫурӑмӗ хыҫнелле вӑрӑм ҫивӗт усӑннӑ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Шухӑша путнӑ арҫын вӑрмантан тухнӑ тилӗ кӗр калчи пуссинчи шӑши шӑтӑкӗсене шӑршла-шӑршла ҫурӑмӗ хыҫнех ҫывхарнине те сисмерӗ…
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫурӑмӗ хӑйӗн пекех сарлака.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Савантер хӑйне питӗнчен, куҫӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗнекен ял ҫыннине аранах ҫурӑмӗ ҫинчен сирсе пӑрахрӗ.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Лӗнчӗрех кайнӑ этем ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса ӳкрӗ…
Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫут шлепки тӑрринче шурӑ ут хӳринчен Ҫилхе пек варкӑшать хӗлӗхлӗ мӑйрака, Ҫут кӗпҫеллӗ пӑшал ҫурӑмӗ хыҫӗнче…
III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Эпӗ ҫын ҫурӑмӗ хыҫӗнче пытанса пурӑнма вӗренмен.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
— Акӑ пуҫӗ, акӑ ҫурӑмӗ хӳри патне анать.
А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Иккӗмӗш черкке хыҫҫӑн лӑпӑ-лапӑ ҫыхнӑ кантӑр ҫурӑмӗ пекех саланса, сӳтӗлсе кайрӗҫ ҫаксем: пӗр-пӗрне пӳлсех янрашкалаҫҫӗ, ихӗреҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, киревсӗр, алапаш сӑмахсемпе те «тимӗр-тӑмӑр шаккаҫҫӗ, питлӗх ҫапкалаҫҫӗ».
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
— Сӗтел хушшинчен урӑм-сурӑм тухрӗ те, арена ҫинчи сӗкме хатӗр каррида вӑкӑрӗ пек «урса кайса», сӑмсине шӑхӑрттарса сывласа, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне хӗреслесе тытрӗ, пӳлӗмре шевро аттине чӑрик-чӑрик чӗриклеттерсе, нӑтӑр-нӑтӑр нӑтӑртаттарса, калла-малла виҫӗ хут та ҫурӑ хутларӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Куҫҫульне пиншак ҫаннипе вӑрӑммӑн шӑлса илчӗ те сылтӑм аллине ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтса ячӗ:
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.