Поиск
Шырав ĕçĕ:
Икӗ пӳртӗн икӗ чӳречинче те икӗ кулӑ — кӑмӑллӑ кулӑ ҫиҫет.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Ӳсет йӑван васкаса, ҫирӗп сывлӑхлӑ, таса; сӑнӗ ҫиҫет савӑнмалӑх, пӗвӗ каять ӑмсанмалӑх, кӑмӑлӗ уҫӑ йӑпанмалӑх, анчах темшӗн ҫынсем ӗҫре курмаҫҫӗ Йӑвана.
Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.
Ҫимӗк хӗвелӗ паян Ҫӗрпе алӑ тытсах туслашасшӑн тейӗн: ҫиччӗмӗш хутри тӗнчеренех ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа чӗрӗ вӑй пиллес-кӳрес тесе-ши, ытла та аял аннӑ, ӑшшӑн, евӗклӗн ҫиҫет, анчах хӑй ҫине тӳррӗн, куҫа чарса пӑхнине хапӑлламасть — шартать, йӑмӑхтарать.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Унтан та вӑйлӑрах, ҫуттӑнрах ҫиҫет хӗрӗн сӑн-пичӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Ҫаклантӑн пулать, эсрелӗ? — ҫиҫет Петӗр.
VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
— Герой? — ҫиҫет пуҫра шухӑш.
Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.
Ҫиҫет ун куҫӗ Юрату вут-хӗмӗпе.
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.
Эп курма пуҫларӑм: Ман умра ҫиҫет, ав, ҫут илем.
Кӑкӑрӑм ҫӗкленчӗ ҫиле хирӗҫ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 51–52 с.
Ҫанталӑк паҫӑрхи пекех хӑй илемӗпе ҫиҫет.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Чӑн та, ҫиҫӗм сайрарах ҫиҫет.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫиҫӗм йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫет.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пурнӑҫ ҫинчен калаҫни ҫав тери килӗшет Ромӑна - ҫавӑнпах ҫыпӑҫать-тӗр Рудик пиччӗшӗ ҫумне, - калаҫнӑ майӑн Валентина Владимировнӑн куҫӗ йӑл ҫиҫет.
Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.
Хурланнӑ чухнехилле сасси аран тухать ун, куҫӗ хӑйӗн кулма хӑтланса ҫиҫет.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Йӑл та йӑл ҫиҫет.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗринчен пӗри аякра вырнаҫнӑ куҫсенче курайманлӑх хӗлхемӗ ҫиҫет.В широко раскрытых глазах прямо-таки вспыхивают искры ненависти.
Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чӗре хушать: «Эс йышӑн, Куратӑн юрату ҫиҫет».
XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ах, куҫӗ, куҫӗ! — ик хӗлхем, Пӑхать асамлӑ та хӗрӳллӗ, Ҫиҫет сӑн-пичӗ хӗпӗртӳллӗ…
XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫапах кӗтмен ҫӗртен пуҫа Кӗрсе тухать пӗр шухӑш; вӑл Ҫиҫет васкавлӑн чӑл та чӑл, Ас илтерет, ак, Кавруҫа…
XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пит-куҫӗнче хутран-хутран Ҫиҫет шевле пек вӑрттӑн кулӑ.
XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пуҫланчӗ ӗҫ: пӗри татать: Тепри чутлать — ҫиҫет ун пуртӑ.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.