Поиск
Шырав ĕçĕ:
Услантӑр мучи пупленӗ чух чӑрмантарма хӑю ҫитереймен шӑрчӑксем, асса-тӗссе кайса, мӗнпур ҫурӑкӗ-килӗсенчен сас пама пуҫлаҫҫӗ харӑссӑн: — Чӑрк-чӑрк-чӑр-рик! Чӑрк-чӑр-рик!
Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Арӑмсем яланах сурпанпа ҫӳренӗ, унсӑр тумланса ҫитереймен пек шутланнӑ.
Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кил хуҫи пирус туртнӑ чух асӑрханса ҫитереймен.
Пушар тухнӑ ҫуртра арҫын виллине тупнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37346.html
Халӑх мулне ҫаратнипе вӑй ҫитереймен.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лена трактор ҫинчен ҫумӑр шывне ҫӑтсах ҫитереймен ҫӗр ҫине сикрӗ те тӳрех ахӑлтатса кулакан хӗр ытамне лекрӗ.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Кашкинпа пӑтӑ пӗҫерсе ҫитереймен вӑл.
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Эх, хӑю ҫитереймен пиркиех хӗр пилӗкӗнчи пиҫиххие салтаймаҫҫӗ хӑш-пӗр каччӑсем.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӗвӗ, хытарса ҫитереймен пек, утнӑ чух та, пӗр вырӑнта тӑнӑ чух та лӑнк-ланк каять, пуҫне наян лаша каялла пӑхнӑн пӑра-пӑра илет.
7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тӑма хал ҫитереймен тухатмӑш тарӑхса вӑрҫса выртнӑ:
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Медичи пурӑннӑ вӑхӑтра Тюильри керменне туса ҫитереймен (укҫа-тенкӗ ҫитменнипе унӑн тӑррине те витмен), вӑл хулан крепость стени тулашӗнче, тӑмран кӑларакан карьерсемпе хула тулашӗнчи темиҫе чаплӑ ҫурт хушшинче вырнаҫнӑ.
Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)
Тӑпра чавакансем мӗн тарӑнӑшне кӑна шӑтӑк алтман-ши, шыв таран вӗсем ҫавах чавса ҫитереймен.И уж сколько не копали старатели скважин, воду они так и не находили.
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html
Шӑпах халӗ вӗҫне ҫитереймен ӗҫлӗ проекта пурнӑҫламашкӑн тытӑнма юрать.
36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Вӑл каласа ҫитереймен шухӑш, ҫапла, ман шухӑш пулса тӑчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Ан тив, ҫакна халиччен Анатолий Семенович та тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнланса ҫитереймен, чунӗ-чӗрипе туйса илеймен пултӑр.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Ан кай, кӗр ман пата, тесе калама мӗншӗн пӗри те ӑс ҫитереймен?
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Харсӑрлӑхӗ те — ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗсене вӗренме вӑй ҫитереймен харсӑрлӑх, кивӗлле харсӑрлӑх.
X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Каярахпа эпир ҫак складра тепӗр хушӑ тарларӑмӑр: рекордшӑн хыпӑнса, эпир ӑна та, кӑна та кирлӗ пек туса ҫитереймен иккен унта.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тепри тата пуҫне ватать-ватать те, шутласа кӑларма ӑс ҫитереймен енне, Ҫтаппанпа тава кӗрсе кайма пӑхать:
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
«Турӑ пулӑшсан ман шӑллӑмсем юнлӑ фронтран чиперех таврӑнӗҫ-ха тен?» — ӗмӗтленнӗ Варуҫҫи, анчах асли, Ҫтаппанӗ, тӑшман пульлинчен сыхланса ҫитереймен — тӑван килне ыррӑн-сыввӑн кӗҫӗнни кӑна таврӑннӑ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӗсем кашни тӗл пулмассеренех шахматла выляма хыпкаланнӑ, иккӗшӗ те ҫав вӑйӑ теорине пачах чухламан вӑйсӑр шахматистсем мар: Сулагаевӗ икӗ-виҫӗ хутчен район чемпионӗн ятне те ҫӗнсе илнӗ, Тарановӗ вара ҫамрӑкрах чух хулари турнирсене хутран-ситрен хутшӑнкаланӑ, чемпион пулмах вӑй ҫитереймен те, ҫапах та тепӗр чух республикӑри чи сумлӑ шахматистсенех парӑнтарма пултарнӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.