Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрманҫӑн уҫӑ чунне ӑнланса ҫитейменнипе пӑнтӑхать Стервиз.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Мошков тӑна кӗрсе ҫитейменнипе ним те чӗнеймерӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӗн пӳрт лартма вӑй ҫитейменнипе ҫӗрпӳртсенче пурӑнаҫҫӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑнпа хуҫалӑх хирӗсенче кукша хирсем — вӑрлӑх ҫитейменнипе акмасӑр хӑварнӑ вырӑнсем юлчӗҫ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑйсем тата, те вӗсемпе ӗҫлеме хӑнӑхса ҫитейменнипе, те вӗсене мастерсем тӗп-тӗрӗсех йӗркелесе ярайманнипе, тек-текех чӑхӑмлаҫҫӗ.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Тинкерӳллӗ куҫсенче эпӗ ҫынсем Пруткин ҫине ӑна лайӑхрах курас-илтес тесе мар, вӑл ҫапла чӑрсӑррӑн хирӗҫленинчен, татса каланинчен тӗлӗннипе, ҫакна ӑнлансах ҫитейменнипе харӑсах ҫаврӑнса пӑхнине чухласа илтӗм.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пӗр ҫамрӑк каччӑ ҫеҫ, саланкӑр ҫи-пуҫлӑскер, саланчӑк куҫлӑскер, пайраланнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑскер, ыйхи ҫаврӑнса, сирӗлсе ҫитейменнипе, анасласа, сӗнксе, сӗлпӗрленсе ларать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫапах чупма чарӑнмарӗ-ха, айккинелле пӑрӑна-пӑрӑна, тӗттӗм уҫӑлсах ҫитейменнипе усӑ курса, тарса ҫухалма ӗмӗтленчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӑватӑ ҫын — самӑр кӗлеткеллӗ, тачка питлӗ Куччанов, шӑмшакӗ пиҫсех ҫитейменнипе пушшех хытанка курӑнакан Курносов, хура куҫне ниепле те тӗк тытайман Хуснутдинов, нимӗн пулман пек лӑпкӑ тӑракан сарӑ Иванов — тин кӑна хӑйсем хушшинче юлташ вырӑнӗнче пурӑннӑ ҫынна шӑтарас пек пӑхса тӑчӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах — те манӑн сӑмах ӑсталӑхӗ ҫитейменнипе, те хам кӑтартса пама тӑрӑшнине хам ҫителӗклех ӗненсе ҫитменнипе — эпӗ калани ӑнӑҫлӑ пулмарӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Малиша амӑшӗ ӑна ыталаса илчӗ, пичӗ патне чӗвӗнсе ҫитейменнипе унӑн аллисемпе кӑкрине чуптума тытӑнчӗ.Мама обняла Малишу, целуя руки и грудь, потому что не доставала до лица.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пашкана ернӗ Дина, вӑй-халӗ урӑх ҫитейменнипе, сенӗкне пӑрахать те путвал ҫумне вӑйсӑррӑн сӗвӗнет.Но вот выдохшаяся совсем Дина бросила вилы и, тяжело дыша, прислонилась к стенке.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Анчах эпир сывлӑш ҫитейменнипе антӑхсан?
XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Профессор ман ҫине ҫӳлтен куҫлӑхӗ урлӑ пӑхрӗ; вӑл манӑн пит-куҫ темӗнле улшӑннине асӑрхарӗ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫавӑнтах мана алӑран ярса тытрӗ те, калаҫма вӑйӗ ҫитейменнипе темӗн ыйтнӑ пек пӑхса тӑчӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл халь иккӗшӗн хушшинче пулса иртнӗ калаҫӑва тепӗр хут аса илнӗ, вара хӑйне ку тарана ҫитсе те пӗлсе ҫитейменнипе, Нилова мӗн каланисӗр пуҫне — ӗнепе пӳртсӗр, ҫӗрпе Анна сӑнӗсӗр пуҫне — татах темскер пуррине, ҫав япала хӑй чунне илӗртсех тӑнине сиссе илнӗ, анчах мӗн-ши вӑл — ун ҫинчен вӑй хӑй те сӑмахпа калама та, пуҫпа шухӑшласа илме те пултарайман…
XXXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Текех чӑтма вӑй ҫитейменнипе вӑл хыттӑн йӗрсе ячӗ.И, не будучи более в силах сдерживаться, заплакал громко-громко.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Вӑт халер! — пӑшӑлтатрӗ Иннокентий, ҫаплах лӑпланса ҫитейменнипе сывлайми пулса.Вот холера! — задыхаясь, шептал он и все не мог успокоиться.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ирхине Григорий хӑй темскерле татӑклӑ шухӑш патне пырса ҫитейменнипе асапланса вӑранчӗ.Утром Григорий проснулся с нудным ощущением чего-то невырешенного.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫакӑн пек ыйтупа кӗтсе илчӗ Иван Федоровича, чӑтӑмсӑр темиҫе сехет хушши крыльца ҫинче ларса, унтан чӑтӑмӗ ҫитейменнипе хапхаран тухса тӑнӑ аппӑшӗ.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл ҫак каҫ сахал та япӑх ҫывӑрнӑ пулас, курпун сӑмсаллӑ питне ҫуман тата халь те ыйӑхран вӑранса ҫитейменнипе куҫӗсем те уҫӑлаймаҫҫӗ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1
- 2