Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑй ҫитменнинчен те ытларах кармашса ҫитейменни пӗтерет.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Статья пуҫламӑшӗнче эпир чӑваш «философийӗ» пирки ахальтен каламарӑмӑр: чӑваш халӑх ӑс-тӑнӗнче ӗлӗкех философла шухӑшсем пулнӑ, ҫав шухӑшсене каласа пама халӑх хӑш-пӗр сӑмахсемпе терминсене те шухӑшласа кӑларнӑ (аслӑ шкулсенче вӗреннӗ, академисенче ӗҫленӗ ҫынсем пулманни тата ҫав «философи» чӑн-чӑн наука ҫӳллӗшне, «философи тӑвӗ» тӳпипе хӑпарса ҫитейменни халӑхӑн философла шухӑш пулманинне пачах та пӗлтермест).
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Ҫитекенни ҫитет унта, ҫитейменни ҫул хӗррине тӳнсе каять.А иные уже достигли желанной цели — без чувств рухнули в придорожную канаву.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫамрӑк вӑхӑтран вӑл пӗр япала кӑна — Ефимка тенӗ ята упраса хӑварнӑ; сӑмах майӗн каласан, ҫак авалхи ятран тӗлӗннинчен ытларах вӑл нихҫан та Ефим пулса ҫитейменни тӗлӗнмелле пулнӑ.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Мана лайӑх сыватса ҫитерчӗҫ пулсан та, эпӗ чылай вӑхӑт хушши хама хам аван мар пек туйса пурӑнтӑм: мана яланах ӳксе ҫӗмӗрӗлнӗ машина, хама хушнӑ вырӑна вӗҫсе ҫитейменни ҫинчен аса илни тарӑн шухӑша яратчӗ.
Катастрофа // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Сӑмахпа мӗн пиеленсе ҫитейменни музыкӑра ыррӑн-ыррӑн тӗвӗленчӗ: ҫутӑ шанчӑка, ку таранччен ҫунатланнине тата ҫунатланассине те вирлӗн те сассӑр вӑркаттарса, чӗре анинче темскер тек тӗлкӗшрӗ те тӗлкӗшрӗ.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Плантаторӑн ҫемйи те столовӑя пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ сӗтел хушшине ларма та хатӗр пулнӑ, анчах пурте пуҫтарӑнса ҫитейменни — ҫемйере пӗр ҫынӗ пулманни чарнӑ: Генри пулман.
XXXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Мӗнле аван Негоро Сан-Францискӑна ҫитейменни!
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тепӗр чухне Машенькӑн хӑюлӑхӗ ҫитейменни те пулкаланӑ, мӗншӗн тесен пионерсем унпа пӗр ҫулаллах пулнӑ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Шыв ҫитейменни — хам тытӑннӑ ӗҫе туса пӗтерме чарса тӑракан пӗртен-пӗр чӑрмав пулать.— Отсутствие воды, — сказал он, — вот единственное препятствие для выполнения моих планов.
XXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Шыв ҫитейменни…
XIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Чи хӑрушши вӑл манӑн вӗсемпе хирӗҫме вӑй ҫитейменни.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Меслетсӗр вӑйлӑ ҫил вӗрет, хӑйӑр кӗрчӗсене ҫитсе ҫапӑнакан ҫӳллӗ хумсем юлашки тӑвӑл хыҫҫӑн океан лӑпланса ҫитейменни ҫинчен каласа параҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ним чараксӑр сӑрт хӗррисем ҫине пӑхсан, тата тайлӑк та ҫӳллӗ ту тӑррисемпе илемсӗррӗн кисренсе тӑракан ҫаврашкасене сӑнаса илсен, кунти сӑртсем ӗмӗрлӗхех пулса ҫитейменни аванах курӑнса тӑрать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кун И-цзи ҫинчен куҫ хыҫӗнче вӑл тахҫан вӗренни ҫинчен, анчах кашнинчех пӗрремӗш экзаменра путланни ҫинчен тата пурӑнмалӑх ӗҫлесе тупма вӗренсе ҫитейменни ҫинчен калаҫнине итлекелеме тӗл килетчӗ мана.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Унпа эпир юрату ҫинчен мар, эпӗ хатӗрленсе ҫитейменни ҫинчен калаҫӑпӑр.С ней мы не о любви будем говорить, а о таких делах, для которых я вовсе не приготовлен теперь.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
23. Ӑсӗ ҫитейменни ҫапла шутлать, ӑссӑр ҫын, аташса кайнӑ ҫын ҫапла айванла шухӑшлать.23. Скудный умом думает так, и человек неразумный и заблуждающийся размышляет так глупо.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1