Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑпартӑва Петюк ҫенӗкре пытанса, рехетленсе, тутӑ хырӑмлӑ пурнӑҫ ҫитессе ӗмӗтленсе ҫисе ларнӑ чухнех ҫывӑрса кайнӑччӗ вӑл.
Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.
Пӳртре пурӑннӑ курак те ҫурхи хаваспа, те чӑхсемпе пӗрле апат тӑраниччен ҫисе пурӑннипе — пӗлме ҫук — вӑҫме те хӑтланакан пулчӗ: е хӳме ҫине, е мунча тӑррине вӗҫсе хӑпарать.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Этем каяшне ҫисе пурӑнма сӗнеҫҫӗ!
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ҫавӑ витаминлӑ апата питӗ юратса ҫисе пурӑннӑ йӗке хӳресем юлашкинчен пит начарланса ҫитнӗ, ӳсме чарӑннӑ, вӗсен юн чирӗ — анеми — тапранса кайнӑ.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
— Манне чи малтан ҫисе ярасшӑн.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Касу, ҫисе тӑраннӑскер, тапӑрта тӑратчӗ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Пӗрисем лартса хӑварса чӗртеҫҫӗ, ыттисем, тымар паракан сӗткенпе чӑмӑртаннӑ ҫимӗҫсене ҫисе рехет кураҫҫӗ, ваттисене тав туса пулас ӑрушӑн тӑрӑшаҫҫӗ.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Кӑкӑр ҫумне чиксе тухнӑ ҫӑкӑр таткине хӑҫан ҫисе янине аса илме те хӗн халь.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Акни-лартнине пӗтӗмпех хамӑр ҫисе пӗтеретпӗр-и эпир, атте?
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тути патне илсе пынӑ ҫӑкӑр татӑкне лаша хӑвӑртах ҫисе ярать, унтан ҫын ал тупанӗ ҫинчи тӗпренчӗксене те тутипе хӑвӑрттӑн мӑкӑльтеттерсе тасатать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ӗҫе пуҫӑнас умӗн, — тет ашшӗ ывӑлне, — кӑшт ҫисе пӑхар-ха ҫӗнӗ ҫӑкӑр сӑмсине.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вихтӗр кӑмака умӗнче пан улмипе ҫӑкӑр ҫисе тӑрать.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ку тарана ҫитсе Вихтӗр ака-суха юрринчен чаплӑрах юрӑсем илтмен-шим е ашшӗ панӑ сахӑртан тутлӑрах апат ҫисе курман-шим?
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫук, ҫисе пӗтереймест лешӗ, ҫӑкӑр татӑкӗн ҫуррине шӑллӗне каялла парать.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Нимӗнле хурав та пулмарӗ, шӑплӑх тӑчӗ, ферма енчен ула курак кранклатни ҫеҫ илтӗнчӗ, ҫумӑр ыйтать ӗнтӗ, унтан вӑл пуҫ сийӗнех вӗҫсе иртсе кайрӗ, виле ашне ҫисе тӑраннӑ пулмалла.
V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Мӗн калатӑн, анне, Айдак тете виҫӗ михӗ ҫӗр улми пырса пачӗ, пӗрне кӑна ҫисе янӑ-ха.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Кунта пурнӑҫ саккунӗ, е эсӗ ҫӗнтеретӗн ӑна, е вӑл сана пырши-пакартипех ҫисе ярать.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Икӗ сурӑха ҫисе яма ӗлкӗрнӗ, вӗсен пуҫӗсемпе шӑммисем сапаланса выртаҫҫӗ.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Кунта юнлӑ уяв пулнӑ, кашкӑрсем виҫӗ сурӑха ҫисе янӑ, вӗсенчен шӑммисем ҫеҫ юлнӑ, кашкӑрсем вӗсен ашӗсемпе хырӑмӗсене тӑрантарнӑ ӗнтӗ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Кирей кӑмӑлласах пӗтӗмпех ҫисе ячӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.