Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.
Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022
Ку пушмак ҫиелтен пӑхсан сноуборд крепленине аса илтерет, пластикран тунӑ крепленирен тӑрать, ун ҫумне крассовки тӑхӑннӑ роллерӑн ури ҫирӗпленет.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Хашака (акӑл. frame) — пластикран, металлран тата хӑш чухне карбонран (углепластикран) ӑсталанӑ кӑшкар, пӗр енчен вӑл пушмак ҫумне ҫирӗпленет, тепӗр енчен ун ҫумне кустӑрмасем ҫирӗпленеҫҫӗ.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Хурми ҫурма ҫаврака, пушмак ҫумне ҫирӗпленет.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Пушмак (акӑлч. shell) — роликлӑ тӑркӑчӑн тӗп пайӗ, ун ҫумне хашака ҫирӗпленет.Ботинок (англ. shell) — основная часть роликового конька, к которой крепится рама.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Вӑрҫӑ тапрансанах Совет ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсем пӗр-пӗринпе йытӑпа кушак пек ҫапӑҫса каясса кӗтнӗ вӑл, анчах совет ҫыннисен туслӑхӗ, хӑвӑр куратӑр, вӑрҫӑра тата ытларах ҫирӗпленет!
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйсен Тӑван ҫӗршывне тата хӑйсен пурнӑҫне хӳтӗлекенсен ретӗнче пулса тӗрекленет, ҫирӗпленет.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Акӑ ӗнтӗ вӑл строитель пулса тӑрать те ҫӗкленме-ҫӗкленме тытӑнать — ҫынлӑх кӑмӑл-туйӑмӗ вӑранса ҫирӗпленет, ҫӗкленет унра.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унсӑр пуҫне, 2022 ҫул кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Раҫҫейре пурӑнакансем сӗтпе апат-ҫимӗҫре сахалрах усӑ курни паллӑ, ҫакӑ цифрӑсенче те уҫҫӑнах ҫирӗпленет.
Сӗт мӗншӗн йӳнӗ? // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81e%d1% ... 9y%d0%bde/
Вӗсем ҫакӑнта ӗҫлеҫҫӗ, — кӑвак ӗнтӗрӗкре хуран курӑнакан станоксен мӗлкисем ҫине хавасланса пӑхнӑ май шухӑшларӗ вӑл хӑйӗн ӑшӗнче: «Ҫакӑнта пролетари класӗн ӑс-тӑнӗ туптанса ҫирӗпленет, ирӗклӗхшӗн нимӗнле хӑрушлӑх умӗнче те пуҫӗсене усмасӑр кӗрешекен паттӑрсем ҫуралаҫҫӗ!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Енчен те ӳсӗр водитель айӑпӗпе тухнӑ аварире ҫынсем суранланнӑ е вилнӗ-тӗк, паллах, айӑплав татах та ҫирӗпленет.
Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar
Тата, тен, вӗсен хавхаланӑвӗ шухӑш сӑнарлавӗ ҫуккипе те — вӑт телей! — ҫирӗпленет, — ҫут ҫанталӑк ачисем малалла пӑхса уйлама мехел ҫитереймеҫҫӗ.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тимӗрпе чугун хӗртсе сивӗтсен ҫирӗпленмеҫҫӗ, ҫаплипех пулса юлаҫҫӗ, хурҫӑ тата ытларах хытса ҫирӗпленет.
Тимӗр // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Республикӑра асӑннӑ тытӑма ҫӗнетме тӗллев лартнӑ – ватӑ ҫынсене социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсене стационара вырнаҫтарса кӳмелли майсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен организацисен пурлӑх никӗсӗ ҫирӗпленет.
Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/01/glav ... et-s-mezhd
Тепӗр енчен тата ҫакна та манмалла мар: тӑшман тылӗнчи совет ҫыннисем пирӗнпе курса калаҫнӑ хыҫҫӑнах тӑшмана хирӗҫ тата активлӑраххӑн ҫапӑҫма тытӑнаҫҫӗ, ҫав тери шанчӑкӗ тата ытларах ҫирӗпленет.
Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Халӗ ӗҫ мӗн чухлӗ ытларах йывӑрланать, ачасен ӑс-хакӑлӗ те ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпленет.Чем больше сейчас работы, тем крепче становится интеллект детей.
Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Костя пӗтӗм вӑйне пухса ҫирӗпленет, пурпӗрех те уншӑн питӗ йывӑр.
Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫапла, тепӗр хутчен, Атлантида ҫӗр-шывӗ халӗччен пулман анлӑш-хутлӑха ҫити сарӑлса ҫирӗпленет, — Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ Ҫӗлен ҫӗр-шывӗнчен пуҫланса Лӑпкӑ океанӑн Ази чиккисем таран; шӑпах ҫавӑнта тахҫан сарӑ питлӗ улӑпсем карапсем ҫинелле чул муклашкисем ывӑтнӑ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫав шыракан ҫын ӑҫта иккенне кӑтартса паракан тӗрӗсрех те тӗрӗсрех хыпарсем штаба килнӗ май шырав лаптӑкӗ пӗчӗкленет, вӑйсем пӗр ҫӗрелле пухӑнса пыраҫҫӗ, тӑшмана хупӑрланӑ ункӑ ҫирӗпленнӗҫем ҫирӗпленет.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пултарулӑх пур пулсан — хӑнӑху хӑех килет, ӑстӑн дисциплини ҫирӗпленет.Способности есть — и навык придет, выработается дисциплина ума.
47 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
- 1
- 2