Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫиппе (тĕпĕ: ҫип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун ҫине таса хут хурӑр та ӑна е булавкӑпа ҫирӗплетӗр, е ҫиппе ҫӗлесе хурӑр.

Наложите на него сверху лист чистой бумаги, скрепите их булавками или сшейте нитками.

Шкул таврашӗнчи вырӑн планне мӗнле ӳкерсе илмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Курткӑн суллахай кӗсйинче хӗрлӗ тӗслӗ ҫиппе тӗрленӗ «03» логотип, сылтӑм енче Сывлӑх сыхлав министерствин тӗрленӗ эмблеми пулмалла.

Помоги переводом

Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли 42 млн тенкӗлӗх ятарлӑ тумтир туянӗҫ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

Колоннисем тавра вӗтӗ-вӗтӗ туратлӑ, вӗтӗ-вӗтӗ ҫулҫӑллӑ курӑк явӑннӑ; вӗсен айӗнче, пӳрт кӗтесӗсенче, — улӑх-ҫаран чечекӗсен ҫыххи; вӗсен хушшинче — тӑватӑ чӳречен пӗчӗк ҫеҫ йӗппе, вӗтӗ ҫеҫ ҫиппе ҫыхнӑ чӗнтӗр пек курӑнакан хашакисем.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ывҫӑ тулли пухаҫҫӗ те ҫиппе ҫыхса хутаҫа хураҫҫӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйӗн ҫав вӑхӑтра шӑл ыраткаланӑ тата, иккӗшне, лӑканаканнисене, ҫиппе ҫыхса туртса кӑларма та ӗлкӗрнӗччӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ мӑн ҫултан сулахаялла пӑрӑнчӗҫ, шурӑ уй урлӑ ҫиппе ҫапнӑ пек тӳрӗ тӑсӑлакан ансӑр ҫуна ҫулӗпе пӗр ҫухрӑмри йӑмраллӑ пӗчӗк ял еннелле васкамасӑр утрӗҫ.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ӑна михӗ пек туса ҫӗлерӗҫ, анине ункӑ ӑшне тӑхӑнтартрӗҫ те ҫиппе ҫӗлесе тухрӗҫ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пукане мӑйӗнчен кӑшт аяларах, тарай татӑкӗнчен ҫиппе ҫавӑра-ҫавӑра ҫыхса икӗ пӗчӗк мӑкӑр турӗ.

Помоги переводом

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унтан хӗлӗхсен ик енӗпе пӗрер улӑм пушӑт хучӗ те ҫиппе ҫыхса ҫирӗплетрӗ.

Помоги переводом

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫак пӗчӗк хытӑ чӑмаккана патакӑн шӗвӗр пуҫӗ ҫумне ҫиппе ҫыхса лартрӗ.

Помоги переводом

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӳпери тӑри пӗр тӗлте, ҫип-ҫинҫе ҫиппе ҫӗртен кӑкарӑннӑ пек тӑп хытса, вӑль-валь сапӑнкаламасӑр, ҫунаттисене ҫаврӑнакан вентилятор пек курӑни-курӑнми вӗлтӗртеттерсе, хӑйӗн пӗртен-пӗр юррине хӗрсех тӗрлеттерет; уй шӑрчӑкӗ чарӑнма пӗлмесӗр ҫарӑлтатать, «хачӑпа хачӑ-хачӑ-хачӑ хачлаттарать».

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Марине ҫиппе темиҫе хут яваласа ҫыхнӑ хӗрлӗ хутаҫа салтрӗ.

Помоги переводом

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Тата ҫуркунне ертекен мӑшӑр шапана тыт та, ҫиппе ҫыхса, кӑткӑ йӑви ӑшне алтса чик.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пинцет ал айӗнче ҫук-тӑк, сӑвӑсӑн пуҫне ҫиппе ҫавӑрттарса ҫыхӑр, енчен-енне силлесе, тӑрук туртмасӑр кӑларӑр.

Помоги переводом

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Ҫине килте тӑватӑ тӗслӗ ҫиппе тӗртсе тунӑ тӑваткӑл-тӑваткӑл чечеклӗ пиртен ҫӗленӗ икӗ аркӑллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, кӑкӑр умне улача саппун ҫакнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫине вӑл казакин тӑхӑннӑ, уринче — ҫӑм пушмак, пуҫӗнче — пурҫӑн ҫиппе тӗрлесе эрешленӗ кӗлеппуҫ.

Помоги переводом

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тулта йӗпе юр ҫӑвать пулин те элчӗ аркине тата ҫанӑ вӗҫӗсене пурҫӑн ҫиппе эрешленӗ ҫӗнӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ, пуҫӗнче унӑн шӗвӗр вӗҫлӗ сӑсар ҫӗлӗк.

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ан пӑшӑрханӑр, мана хура ҫиппе тӗртнӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Улӑх варрипе ҫиппе ҫапнӑ пек тӳрӗ сукмак иртет.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Кӗпин умӗпе аркине кӗрен ҫиппе тӗрленӗ.

Вышитое по подолу красной нитью.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней