Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр пӑрӑнӑҫ хурама тӗлне ҫитсен Пурис машинине вӑрман ҫулӗнчен пӑрса йывӑҫ хушшинелле тытрӗ, пӗтнӗк, антӑс курӑкӗсене, сар ҫип утине, матрӳшкене, ытти сиплӗ те илемлӗ чечексене, ҫамрӑк йывӑҫсене, туратсене хуҫса-таптаса вунӑ-вун икӗ хӑлаҫ пек кайсан пӗр лӑпсӑркка туратлӑ ҫатӑркка ҫӗмӗрт ҫывӑхӗнче чарчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак вӑл чӑштӑр-чӑштӑр туса каллех темле лаштра, ҫатӑркка тӗмӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ, пӳрнисене вӗтӗ-вӗтӗ йӗпсем тирӗнсе тулчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Кӳрӗр-ха, ҫатӑркка хутпа чӑркасах парам, — чечек туянакан хӗрарӑм куҫӗсем пӑлхантарнӑран, кӑмӑлӑма аран-аран хытарса каларӑм эпӗ.
I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫапла ҫирӗп шухӑш тытнӑскер, Калюков тӑчӗ те, ҫатӑркка тӗмсене каллех сире-сире, чӑнкӑ ҫыранлӑ ҫырма урлӑ каялла каҫрӗ, вӗлле пӳртне кӗчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эсӗ, Степа, ҫи, ан калаҫ, — канаш панӑ ӑна Ольга, анчах ку ӑна хирӗҫ ҫатӑркка сасӑпа: — Пултараймастӑп, кунта сиенлӗ путсӗр шухӑшсем сараҫҫӗ! — тенӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Эпӗ пӗтӗмпе аптӑраса ҫитрӗм; ҫитменнине тата йӗлтӗрпе пыма та пит йывӑрланчӗ: йӗлтӗрсем ӑҫта ҫатӑркка тӗмисем ҫине пырса ҫакланаҫҫӗ, ӑҫта пӗчӗк чӑрӑшсем ҫине пырса кӗреҫҫӗ, ӑҫта юр айӗнчи тункатасем, каскасем ҫине пырса тӑрӑнаҫҫӗ, е хам ҫӳреме хӑнӑхманнипе, ҫаврӑнса кайса, персе ӳкереҫҫӗ.
Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӑнӑхнӑ тӑван тӗнчерен Степанидӑн ҫатӑркка аллисем ҫирӗппӗн уйӑрса тӑракан темле урӑхла тӗнчене лекнӗ пек туянчӗ Авдотьйӑна.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эпир кӗҫех пӗр купа ҫатӑркка пуҫтартӑмӑр, шӑрпӑк ҫутрӑмӑр, вут ҫӗкленсе те кайрӗ.Мы быстро навалили сухой валежник, поднесли спичку — костер сразу занялся.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1