Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫанталӑкӗ (тĕпĕ: ҫанталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне (ҫанталӑкӗ тӑп, типӗ; хӗвелтухӑҫ хӗрелет кӑна-ха; тӳпене, кӑнтӑр енче, капан пӗлӗтсем кармакланӑ), кӑшӑл пуҫтарӑнса, ир-ирех ҫиҫтерсе ҫитрӗҫ ӗҫ ҫи-пуҫӗпе япшарланнӑ урапа-ҫуна ӑстисем те, платниксем те.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫанталӑкӗ лӑп, типӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ак тата мӑйракаллӑ нӑрӑ та куҫа кӗрсе илчӗ, апла пулсан, ҫанталӑкӗ паян-ыранах пӑсӑлмасть пулӗ-ха.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫанталӑкӗ паян иртенпех шӑнкӑрт уяр пулин те, ҫан-ҫурӑма пӑшӑхтармаллах пӑчӑ мар.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫанталӑкӗ паян типӗ, анчах ҫурт-хуралтӑсем ҫийӗнче, йывӑҫ тӑррисенче ӑшӑ шевли хавасланса чӗлтӗртетмелле шанкӑр уярах мар.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫанталӑкӗ шӑнкӑр уяр.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫанталӑкӗ тӑп.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тин ҫеҫ ҫурхи пӗрремӗш аслатиллӗ ҫумӑр, чӗреслетсех ҫуса, тавралӑха тасатса, чӗрӗ тӗнчене йӳшкӗнтерсех шӑварса иртнӗччӗ те, халӗ вара ҫанталӑкӗ хаваллӑ, тӑп, сывлӑшӗ чечен.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫанталӑкӗ, чӗрӗ, ҫепӗҫ ароматлӑ шӑршӑсемпе каплантараканскер, тӑнӑҫ, таса тӑрать, анчах тин ҫеҫ тутлӑласа пултарнӑ мунчари пекех пӑчӑ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫанталӑкӗ тӳлек, тавралӑх тин ҫеҫ ҫимӗк мунчинче ҫӑвӑнса тухнӑ сар пикене аса илтерет.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫанталӑкӗ юмахри пек тӳлек тӑрать.

Помоги переводом

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ҫанталӑкӗ типӗччӗ, тӳпене ҫеҫ пӗтре пӗлӗтсем туртса илнӗччӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫанталӑкӗ типӗ, тӳлек.

Ҫанталӑкӗ паян хитре, лӗп пулин те, кунта сулхӑнрах: туратламас, лӑсланнӑ йывӑҫсен тин ҫеҫ сарӑлса ҫитнӗ ҫулҫисем, йӑвӑланса, янкӑр тӳпене ешӗл, анчах шӑтӑклӑ-ҫурӑклӑ чаршав карса хунӑ, лап-лап ҫеҫ, таткаланнӑ-ситреленнӗ тӗлсенче, хӗвел юписем ун витӗр хирӗнкелесе, чӗлкӗмленкелесе, сӑрхӑнкаласа тухнӑ та ҫӗр ҫинче, ылтӑн вакланчӑкӗсене аса илтерсе, ҫиҫкелесе, мӑраннӑн, антӑрлӑ-чӗнтӗрлӗ чӗтрекелесе, пӑтӑлӑнса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрать-ха ҫанталӑкӗ типӗ, тӑп, Атӑл ҫинчен, шӑмма-шакка ҫӳҫентерсе, сулхӑн варкӑш туртӑнкалани ҫеҫ сисӗнкелет, ҫавна пула шыв лаптӑкӗ те куҫкӗски пекех тикӗс мар.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫанталӑкӗ типӗ, анчах пӑчӑ мар, пуҫ тӳпинеллех тапӑҫланакан хӗвелӗн ҫаврашки ҫеҫ курӑнкалать — тӳпе «куполне» талккишпех шупка пӑс тӗслӗ шӗвек пӗлӗт чаршавласа хунӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫанталӑкӗ сулхӑн, анчах пит-куҫа чӗпӗтмеллех, хӗретмеллех сивӗ мар.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫанталӑкӗ типӗ, тӳлек.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫанталӑкӗ ҫав кун иртенпе венчете тӑнӑ хӗр пекех сапӑрччӗ, кӑнтӑр канни вӑхӑчӗ иртсен, хӑйӗн хура, «тал пиҫенлӗ» ӑш-чиккине туй хыҫҫӑн ҫеҫ яри уҫса, намӑс-симӗс туйӑмне сирсе-таптаса кӑтартакан усал, кӑра хӗрарӑм пек, тем чӑкӑртӑшланма, ҫавра ҫил те ҫӗклекелесе нӑйкӑшма, йӗрмӗшме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

Статистика

...подробней