Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Ҫав хӗрлӗ шӑрчӑка ҫӗр ҫинчи курӑка та, нимӗнле ешӗлӳсене те, нимӗнле йывӑҫа та сиен тума хушман; ҫамки ҫине Турӑ пичечӗ пусман ҫынсене ҫеҫ сиен тума хушнӑ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫӗрпе тинӗсе сиен тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса каларӗ: 3. хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамки ҫине пичет пусиччен эсир тинӗсе те, ҫӗре те, йывӑҫсене те сиен ан тӑвӑр, терӗ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пӑлтӑрӑн айккинчи стенисем ҫине икӗ енче те, айккинчи пӳлӗмсен стени ҫине тата ҫурт ҫамки ҫине чӳрече ӗлки пек путӑк туса тухнӑ, пальма ӳкернӗ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа ӑна каларӗ: хула варрипе, Иерусалим варрипе, утса тух, ҫакӑнта тӑвакан ирсӗр ӗҫсемшӗн хуйхӑракан, пӑшӑрханакан ҫынсен ҫамки ҫине паллӑ лартса тух, терӗ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Аслӑ священник Азария тата ытти священниксем ун ҫине пӑхнӑ та — акӑ тилҫе унӑн ҫамки ҫинче.20. И взглянул на него Азария первосвященник и все священники; и вот у него проказа на челе его.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Озия тарӑхса кайнӑ, аллинче ӗнтӗ — ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тӗтӗркӗч; вӑл священниксене тарӑхса кайсассӑн унӑн ҫамки ҫине тилҫе тапса тухнӑ — священниксем умӗнче, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ патӗнче пулса иртнӗ ҫакӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Кукши ҫинче е шакла ҫамки ҫинче шурӑ е хӗрлӗрех пӑнчӑ пулсассӑн, эппин, унӑн кукши ҫинче е шакла ҫамки ҫинче тилҫе амаланса кайнӑ; 43. священник ӑна тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те унӑн кукши ҫинчи е шакла ҫамки ҫинчи суран шыҫҫи шурӑ е хӗрлӗрех пулсассӑн, ӳт-тир тилҫи евӗрлӗ пулсассӑн, 44. вӑл — тилҫе ернӗ ҫын, вӑл таса мар; священникӑн ӑна таса мар темелле, унӑн пуҫӗ ҫинче чир пур.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.