Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑрттарса (тĕпĕ: ҫавӑрттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анухри кӑмӑлсӑр пулнине Трушки уяса тӑман, вырӑс сӑмахӗсене хӑй евӗрлӗ ҫавӑрттарса, ҫаплах сӑмах вакланӑ:

Помоги переводом

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Сехет хуҫи аллине силленине энергие куҫаракан ятарлӑ механизмлӑ, батарейкӑсене улӑштарма е алӑпа ҫавӑрттарса ӗҫлеттермелле мар.

Работают на основе специального механизма, преобразующего движение руки носителя в энергию, без необходимости замены батареек или ручного подзавода.

Алӑ сехечӗ // Владислав Николаев. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%87%D3%97

Вӑррисем те хӗл кунӗнче картаранах выльӑх вӑрлас ҫук, — икерче хӑймапа пуҫа-пуҫа ҫӑвар тулли ҫавӑрттарса ҫинӗ май калаҫать Укань.

Помоги переводом

Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Типшӗм те лутра сарӑ йӗкӗт, кӑвак куҫлӑскер, вырӑс сӑмахӗсене тутарларах ҫавӑрттарса хуни унӑн калаҫӑвне хӑйне евӗр техӗм кӳрет.

Помоги переводом

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Таҫта тапса вӗҫме хатӗрленет тейӗн, темле хаяр ҫил-тӑвӑл ҫавӑрттарса килсе тухасса ҫеҫ кӗтсе тӑрать пек.

Помоги переводом

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Эпӗ ҫилле вӑраха тӑсма юратмастӑп, — ҫӑвар тулли ҫавӑрттарса чӑмлама чарӑнмарӗ Укань.

Помоги переводом

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Эпӗ ӑна чӑвашла ҫапларах ҫавӑрттарса хутӑм: «Шкул картишӗнче ватӑ сысна ҫӳрет».

Помоги переводом

Палланӑ ҫын // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Анчах ҫак тӗлпулу шухӑш-кӑмӑлӑма пӗтӗмпех айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарса ячӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Мӗнле шуйттан ҫавӑрттарса килчӗ ҫав Козырева кунта?

Помоги переводом

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗчченшерӗн те чипер юрлаҫҫӗ те, ушкӑнпа пуҫтарӑнса ларсан вара шӑрантараҫҫӗ ҫеҫ, пиллӗкӗш пилӗк тӗрлӗ сасӑпа ҫавӑрттарса юхтараҫҫӗ кӗвӗ ҫеммине — пӗри те аташмасть вӗт-ха, кашни хӑй майлӑ килтерет юрӑ илемне.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юр пӗрчине ҫил-тӑман ӑҫта ҫавӑрттарса ҫитерет, мӗн ирӗличчен ҫавӑнта выртать вӑл.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вырӑс сӑмахӗсене украинла ҫавӑрттарса каланипе пит илемлӗ илтӗнет вӑл калаҫни.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑхӑт машинине ку хутӗнче те каялла ҫавӑрттарса илес килчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫан-ҫурӑма уҫӑлтарса ҫил ҫавӑрттарса килчӗ.

Помоги переводом

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ, кӑшт ҫил ҫавӑрттарса килчӗ те ҫулӑма чӑрӑш вулли тӑрӑх хӑпартса ячӗ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уйрӑмах «у» тата «д» паллӑсене мӗнле ҫавӑрттарса хуни.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Микулай Воробьев тата та кӗскерех ҫавӑрттарса хучӗ: «Колхозра пурӑнас теместӗп».

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пурнӑҫ ҫаврине те, акӑ, ҫут ҫанталӑка мӗнле кирлӗ, ҫапла ҫавӑрттарса ярӗҫ те…

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шыва ӗлӗкхи пек урапасемпе ҫавӑрттарса мар, машинӑсемпе уҫласа яма пуҫларӗҫ.

Стали накачивать воду не с помощью колес, увешанных черпаками, а машинами.

Пушӑ хирсен зонинче хуҫалӑх епле аталанать тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Акӑ, каллех ҫавӑрттарса, шавласа килсе кӗчӗ вӑл.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней