Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен йӑва ҫавӑрмалла.
XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Унпа ман ҫенӗкре — чӑлан, пӳртре урлӑ-пирлӗ пӳлсе кухньӑпа алӑк сыппи ҫавӑрмалла.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Ҫын тени пурне те пӗлесшӗн-ҫке вӑл; кирли те, кирлӗ марри те хумхантарать ӑна, пуриншӗн те пуҫа ҫавӑрмалла унӑн).
XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пирӗн ҫав-ҫавах уйрӑлса тухмалла, хамӑрӑн кил-ҫурт ҫавӑрмалла тесе хулана кайма шут тытнӑ иккен Раманпа кин.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Пӗтӗм ялне арӑш-пирӗш ҫавӑрмалла пулсассӑн та сӑра тупатӑпах кунта…
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Тӑхта-ха, тӑхта, — сасартӑк кӗтмен-туман ҫӗртен тӗвӗленсе чӑмӑртаннӑ темӗнле вӑрттӑн шухӑшпа теветкелленсе, ӑшӗнче юмахри Патрикеевна пек ихӗлтете-ихӗлтете, пит-куҫӗнчен ҫиҫӗнсе илчӗ ватӑ ҫын. — Ку ӳкнӗ мая пархатара ҫавӑрмалла мар-ши?
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Вӑтам шкулта пухнӑ пӗлӗве тӗрӗслекен экзаменсем тытмалла, чуна ҫывӑх специальноҫа туптама аслӑ шкула вӗренме кӗмелле, ҫӗршыва хӗсметре сыхламалла, ҫемье ҫавӑрмалла — пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ, хӑйӗн сехечӗ, хӑйӗн саманчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Чӑвашпа ҫармӑс мӑрсисене хамӑр майлӑ ҫавӑрмалла тени халь Кучака сӑмах ҫукран сӑмах туни пек кӑна туйӑнать.
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унти мӑрсасемпе турхансене пӗтӗмпех хамӑр майлӑ ҫавӑрмалла.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кашни валлиех ӗҫ пур темиҫе эрнене тӑсӑлакан шавлӑ курбан байрамра: пӗрин халӑха йыхӑрса ҫӗлӗк ҫавӑрмалла, хӑйне мӗн хушнине кӑшкӑрса ҫӳремелле, теприн купӑс каламалла е параппан ҫапмалла; пӗрин типнӗ пулӑ е пусма-тавар сутмалла, теприн чаплӑ тумланса хӗр пӑхса ҫӳремелле; пӗрин чӑм шыва ӳксе Казанка хӗрринче сутуҫсен япалисене пушатмалла, теприн ӑшша пиҫнӗ ҫынсем валли шерпет сутмалла; пӗрин ӗҫсе ӳсӗрӗлсе пылчӑк ӑшӗнче йӑваланса выртмалла, теприн ҫав вӑхӑтра ыттисен кӗсйине якатмалла; пӗрин килтен тарнӑ тарҫине шыраса ҫӳремелле, теприн пӗр-пӗр кӗтесре юмӑҫ пӑхмалла, ыран вилес ҫынсене чир иртсе каяссипе, лашине ҫухатнӑ ҫынна вӑл тупӑнассипе савӑнтармалла.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пирӗн малтан ваттисене хамӑр майлӑ ҫавӑрмалла.
1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӑвви-юрри те такам кӑмӑлне ҫавӑрмалла.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Е хӑвӑр майла ҫавӑрмалла, пӗр-пӗр пӗчӗк чин тупса памалла, е хӑратмалла.
Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Халӗ укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса памалла, савнӑ ҫыннӑн кӑмӑлне ҫавӑрмалла.
38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Хусанта ун ҫинчен элеклеме пӑрахтӑр тесе кӑмӑлне мӗнле ҫавӑрмалла?
6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Амӑшне ҫавӑрмалла, унтан — хӗрне.
15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсен сывлӑш ҫавӑрмалла та татах малалла каймалла…
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Эпӗ, паллах, вырнаҫса ларса каҫӑхса кайсах-савӑнсах выляятӑп, — вӑййи «хуппине ҫи» ятлӑ — чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӑмартасене ҫавӑрмалла, анчах, ҫавӑн пекех, мӗн каланинче пӗлтерсе ҫитерейменнин тӗшшине те ӑнкараятӑп.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Мӗнле ҫавӑрмалла Лидӑна?
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Мӗнле те пулсан хӑй майлӑ ҫавӑрмалла ун Сашӑна.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.