Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнать (тĕпĕ: ҫаврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн интерната таврӑнсан, Пӑлаки аппа, икӗ аллине шарт та шарт ҫапса, Ваҫук тавра тӗлӗнсе утса ҫаврӑнать.

Помоги переводом

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ну, юрӗ, — куҫне чӳречерен илсе, ачасем енне ҫаврӑнать Аркадий Давыдович, — эпир таҫта айккинелле кӗрсе кайрӑмӑр пулас…

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑл урок ӑнлантарма тытӑнать кӑна, Алмазов каллех Абаев енне ҫаврӑнать: — Ме, — тет, темле хаҫатран ҫурса илнӗ татӑка Ваҫука парса.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Каллех мӑнаҫлӑн пӑхса ҫаврӑнать Мишша ачасене.

Помоги переводом

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӗҫсен-вӗҫсен, Ваҫук тӗс-пуҫ енчен йӗркеллӗ ҫынсен ушкӑнӗ тӗлне пырса тухать, ҫунат евӗр хӑлаҫланакан аллисемпе вӗсене кӗҫ-вӗҫ сӗртӗнесле ярӑнса, ҫӳлелле пӑхакансене сӑнаса ҫаврӑнать.

Помоги переводом

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Анса ларнӑ ҫӗлӗкне куҫӗ ҫинчен ҫӗклесе, тавралла пӑхса ҫаврӑнать йӗлтӗрҫӗ, пӳрт алӑкӗ умне пырса тӑрать.

Помоги переводом

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Арҫынсенчен тепри, сарӑ кӗрӗкли, урхамахне ҫурт умӗнчи юпа ҫумне кӑкарать те, ӑна утӑ ытамласа парса, ун-кун пӑхса ҫаврӑнать.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кашкӑрсен ҫул-пуҫӗ кӗтӗвӗ тавра яртлаттарса ҫаврӑнать те Вӗтхурӑн ҫырминелле юрттарать.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Эпир выляса куласси Ӗмӗрте пӗр ҫаврӑнать

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кукӑр тӗплӗ шур хурӑн, Айлина та майлина, Кукри майӗ ҫаврӑнать.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хыҫра такам юра ытла хӑвӑрттӑн та вӗттӗн натӑртаттарса пынине илтсе, Ултутти инке каялла ҫаврӑнать.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хушпу ҫинче шӑрҫа чӗнтӗрӗ ҫӳлти хӗррипе пырать, тухья ҫинче ⎼ варрипе ҫаврӑнать.

Помоги переводом

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

— Утмӑл-ҫитмӗл пин перекет кассинче выртсан, чӗлхе те лайӑх ҫаврӑнать

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсенчен пӗри — Чамча актёр — инди эмигранчӗ, Британире вӑл ытларах сасӑ ҫырас тӗлӗшпе ӗҫленӗ, акӑлчан хӗрне качча илнӗ, ачисем ҫук, майӗпен сатир пулса пырать, кайран — шуйттана ҫаврӑнать.

Один из них — актёр Чамча — индийский эмигрант, в Британии работал в основном на озвучивании, женат на англичанке, детей нет, постепенно превращается в сатира, а потом — в дьявола.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Хальхи пурнӑҫ ҫинчен сырнӑ сӑвӑсем: «Ленин», «Ленин ҫулӗпе», «Ноябрӗн 7-мӗшӗ», «Эпӗ — халӑх», «Ырӑ кӑмӑллӑ тус, сасӑ пар, алӑ пус!», «Ҫӗр юлташӗ ҫаврӑнать», «Ҫамрӑксем, малалла, ҫӳлелле!», «Суйлавҫӑсем умӗнче» тата ыттисем те.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Акӑ мӗнле ҫаврӑнать вӑл тӗнче!

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫ ҫаврӑнать.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анукпа Кӗтерук ҫывӑрмарӗҫ, вӗсен пуҫӗнче тӗрлӗ шухӑш ҫаврӑнать.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫра пӗр вӗҫӗм шухӑш ҫаврӑнать:

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ун йӗри-тавра пӗтӗм шӑпӑрланӑн кулленхи пурнӑҫӗ ҫаврӑнать.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней