Поиск
Шырав ĕçĕ:
ҫаврӑнарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мустайӗ ҫак вӑхӑтра юриех Васса еннелле ҫаврӑнарах ларчӗ, хӑйсене питӗ туслӑ, чаплӑ мӑшӑр пек кӑтартма тӑрӑшрӗ.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Унтан вара сӑрт айккипе аялалла анас… ҫаврӑнарах анас, тӳрех анма юрамасть, тӳрех анма чӑнкӑ…
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Михха, тус-йышлӑн курӑнма тӑрӑшса, аллине Микулан хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те: — Ельпох та килӗшетӗн эсӗ мана, Микула… Санпала эпӗ ҫӗр ҫинчен, пурин ҫинчен те сӳтсе явма хатӗр. Анчах ура ҫинче калаҫни ӑша кӗмест. Сӗтел хушшинче, пыл сӑра умӗнче чӗлхе ҫаврӑнарах парать, — терӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вуксан, ҫаврӑнарах ил!
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Страницы:
- 1