Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗлесе (тĕпĕ: ҫӗле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшӗ ача калпакӗ ҫине пӗр хурткуҫҫи ҫӗлесе хурать, хӑшӗ виҫҫӗ.

Помоги переводом

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку пичче ҫӗлесе тупнӑ паранка, ҫӑнӑха ача ҫуртне парать.

Помоги переводом

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӗҫӗн аппа машинӑпа ӑна кӗпе ҫӗлесе панӑ иккен.

Помоги переводом

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Атту эпӗ ухмах, нимӗн те пӗлместӗп, нимӗн те курмастӑп, ҫапла-и? — тӑруккӑнах хирӗлме пуҫларӗ кинемей, — ы-ых, сана, ват кӑрккана, питне кӗҫҫе ҫӗлесе ҫӳресси ҫеҫ юлать ӗнтӗ, ватсупнӑ.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Лена ҫӗркаҫ ҫӗлесе пӗтернӗ Юрпике тумне тӑхӑнчӗ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ялти пӗр ҫӗвӗҫ мана хӗрхеннипе хӑйӗн гимнастеркинчен пиншак ҫӗлесе панӑччӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Кашни вӗренӳ ҫулӗ умӗн Маюк инке, ҫу-ҫӑмарта сутнипе йӳнеҫтеркелесе, Арҫука ҫӗнӗ кӗпе-шӑлавар ҫӗлесе параканччӗ.

Помоги переводом

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Площадьри вӗтӗр-шакӑр ачасем, хӗл ӗмӗрӗ пӗтсе килнишӗн савӑнса, ҫӗтӗк-ҫатӑкран ҫӗлесе тунӑ мечӗке пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах ушкӑнпа хӑвалаҫҫӗ.

На площади ребятишки, радуясь окончанию зимы, гурьбою яростно гоняли тяжелый тряпичный мяч.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав труссисене вунӑ ҫул ҫӗлесе те вунӑ пуслӑх авторитет ӳсмерӗ унӑн.

Помоги переводом

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Ҫитменнине вӗсем пурте шап-шурӑ катан пиртен ҫӗлесе чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Сирӗн аҫу ытла кӑмӑллӑ ҫын. Ҫак вӑрманта пурӑнса кунашкал тапочкисене курман ӗнтӗ вӑл. Халӗ вӗсене юриех ҫапла ҫӗлесе кӑлараҫҫӗ, ҫӗтӗк пулман вӗсем. Кӑҫал анчах кӑларма пуҫланӑ. Мана вӗсене Мускавран пичче ярса панӑччӗ», — терӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем киличчен, чӑнах, иккӗшне те ҫӗлесе хутӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Саплас, вӗсем ҫаврӑнса киличчен ҫӗлесе хурас, тетӗп.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Макҫӑм парӑнмарӗ, килӗшесле мар сасӑпа: — Эсӗ ҫамрӑк халь, пурнӑҫра нимӗн те курса чухламан. Эпир, аннӳпе иксӗмӗр, аллӑ ҫине пусрӑмӑр. Мӗн тусан хамӑр ачасене лайӑх пуласса та чухлатпӑр. Юлашкинчен ҫакна ҫеҫ калатӑп: сирӗн юратуран телей мар, ҫӗтӗк сӑхман та ҫӗлесе тӑхӑнас ҫук, — терӗ те вӑл, ачи хутне кӗресрен, арӑмӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Харпӑр хӑй тӗртсе тунӑ пир-авӑртан ҫӗлесе тӑхӑннӑ кӗпе-тумтирпе ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, пӗр тӗм патӗнчен тепӗр тӗм патне мулкач сиккелесе пынӑ, паллах, ҫак мулкача йӗрлесе ӗнтӗ, чее тилӗ шӑвӑнса иртсе кайнӑ, шӑшисем урлӑ та пирлӗ «ҫӗвӗ ҫӗлесе» тӗрлесе тухнӑ.

Помоги переводом

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ҫӗлесе лартасчӗ сан шӗкӗ ҫимен чӗлхӳне, Лапа.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫирӗп ҫиппех ҫӗлесе лартрӑм тӳмене.

Помоги переводом

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

— Этем те ҫутҫанталӑк ҫӗлесе панӑ тӳмех.

Помоги переводом

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Пӗр ҫумӑрлӑ кун анне мана ҫӗнӗ кӗпе ҫӗлесе пачӗ.

Помоги переводом

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней