Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӳлмӗк леш енче, нихӑшне сиктермесӗр ятласа, пурнӑҫне ылхана-ылхана, вӑл хӑйӗн япалисене тыта-тыта вӑркӑнтарни тата юратнӑ кушакне хӑлхинчен туртса лӑскани вӑрахчен илтӗнчӗ; юлашкинчен алӑк кӑштах уҫӑлчӗ те, хӳринчен тытса ыткӑнтарнипе мӗскӗннӗн: макӑрса, кушак вӑркӑнса тухрӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл иккӗленсе тӑчӗ: Йевтӑна ятласа илмелле мар-ши, анчах мӗн каламалла-ха ӑна?Он не знал, стоит ли упрекать Евту, и сидел, не находя нужных слов.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вара чарӑнса тӑмалли вырӑнсем ҫинчен кукамайшӑн хамӑнах пӗлтермеллеччӗ, ҫавӑнтах шӑппӑн кӑна пассажирсене те ятласа илеттӗм.И тогда я вместо нее шепотом объявлял остановки и шепотом кричал на пассажиров:
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫур сехет ытла бак патӗнче отпорнӑй крюка алӑран вӗҫертмесӗр тӑракан Гуторов боцман ҫак вырӑнлӑ ӗмӗте сасӑпах каласа хучӗ те ҫакӑншӑн ӑна командир ҫийӗнчех ятласа тӑкрӗ.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Е пуҫа чут ҫеҫ персе шӑтараттӑн тесе ятласа пӑхас?..
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Пӗчӗк ачана ятланӑ пек ятласа тӑкрӗҫ.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Академиксене Альбина Альбертовна пит ахальтенех мар ятласа илет-ха: унӑн никам хӑйса хирӗҫлейми шучӗпе, Николай Юрьевича тахҫанах профессортан академика куҫармалла-мӗн те, анчах пуш вырӑн ҫукран, пурне те ыттисем йышӑнса пӗтернӗрен кӑна ӗҫе тӑсса пыраҫҫӗ имӗш: ара, кам хӑй ирӗкӗпех пушаттӑр-ха ҫавнашкал ҫӳллӗ те ӑшӑ вырӑна!
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Юлашкинчен иккӗшӗ те пӗр-пӗрине ҫав тери хӑрушӑ япаласем каласа пӗтерчӗҫ, тен вӗсем пӗр пӗрине ятласа каланин ҫӗр пайӗнчен пӗр пайӗ анчах чӑн пулнӑ пулсассӑн та саккун тӑрӑх вӗсене иккӗшне те Ҫӗпӗре пуҫ ямалла пулӗччӗ.
V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш хут лексен халӑх намӑслантарма тытӑннӑ, приказчик салтака тытса парассипе хӑратнӑ, улпут майри ятласа илнӗ, арӑмӗ макӑрма, хурланма тытӑннӑ; пурӑнӑҫ пӗтӗмпех улшӑнса кайнӑ.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ятласа илтӗм те, анчах хӑтӑрас кӑмӑлпа ҫеҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ахалех паҫӑр эпир вӗсен фотографӗсене хӗрхентӗмӗр, ирхинех лектермеллеччӗ, тесе хама хам ятласа тӑратӑп.Стою я, себя ругмя ругаю, что пожалели мы их фотографов и не вдарили утром.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
Политработниксене пурне те подразделенисене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн та вӑл лӑпланса ларма пултараймарӗ, пӗр ывӑнмасӑр пӗр подразделенирен тепӗр подразделение ҫӳрерӗ, пӗринче сӑмах тухса каларӗ, тепринчен чарӑнмасӑрах хаваслӑ сӑмахсем каласа иртрӗ, виҫҫӗмӗшӗнче Самиевран та кая мар ятласа хӑварчӗ.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӗрре вӑл пӑспа ӗҫлекен арман алӑкӗ умӗнче, «предприятисене халӑха валли пӗрлештерме» канаш парса, словаксем умӗнче хыттӑн калаҫса тӑрать; тепре, мӑйӑхне шӑртлантарса, католик пупӗн садӗнчи сӗтел хушшинче ларать, ун умӗнче Рим папине ятласа хӑртать; унтан ӳсӗрӗлсе кайнӑ ҫӗр ӗҫлекенсемпе пӗрле сала тӑрӑх ҫӳрет, такамӑн ҫӗрӗсене пайлассипе юнать.
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анне вӗренмелле тесе кӑна каласа ӑнлантарать, вӑл мана ятласа тӑкать пулсан та, эпӗ кӳренместӗп.Мама просто объяснит, что надо учиться, а если и накричит на меня, то я не обижаюсь.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Анчах Сперанский блиндажран рак пек хӗрелсе кайса сиксе тухрӗ те хӑй куҫӗ умне чи малтан тӗл пулнӑ ординарецне нимӗн пулман-туман ҫӗртенех ятласа тӑкрӗ.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— «Хуҫа» ятласа тӑкӗ.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кама хаваслантармалла, кама ятласа илмелле, кама шантармалла, кампа пӗрле пуласлӑх ҫинчен ӗмӗтленмелле, кама пӗрремӗш хут май килсенех Иудӑна тӗп тунӑ пек пӗтерсе хумалла — ҫавсене пӗтӗмпех пӗлмелле пулнӑ унӑн.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Степан Ольховатка ялӗн тӑкӑнса ларакан ырашӗ хушшипе, хирти ҫул тӑрӑх та, хӑйне пӗрмай савӑнӑҫлӑн ятласа пычӗ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Пӗр чӗрӗ чун та мана уншӑн ятласа кӳрентерес ҫук…Я никогда не поступал так ни с одним человеческим существом…
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Виҫӗ эрне хушшинче эпӗ ӑна хураллама уйӑрнӑ ҫынсене тӑватӑ хутчен пурне те улӑштартӑм, салтаксене ятласа хӑратрӑм, анчах усси пӗртте ҫук.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.