Поиск
Шырав ĕçĕ:
30. Пытанса тӑракан ӑслӑлӑх, пытарса усракан мул — ҫак икӗ япаларан мӗн усси?30. Скрытая мудрость и утаенное сокровище - какая польза от обоих?
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Санӑн пурне те пултаракан аллу, ӗренкесӗр япаларан тӗнче тунӑ аллу, вӗсем ҫине имсӗр-сумсӑр упа е хаяр арӑслан, 19. е халиччен пулман, ҫӗнӗрен пултарнӑ усал тискер кайӑк, е вут-ҫулӑм вӗрсе кӑларакан, е аслатиллӗ тӗтӗм явӑнтаракан, е куҫӗнчен хӑрушӑ хӗм сирпӗтекен чӗрчун та яма пултарнӑ, 20. ҫав чӗрчунсем вӗсене амантса-суранлатса кӑна мар, хӑйсен хӑрушӑ сӑнӗпех пӗтерме пултарнӑ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра, мӗншӗн тесессӗн вӑл — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ.23. Больше всего хранимого храни сердце твое, потому что из него источники жизни.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Икӗ япаларан ҫеҫ ҫӑлсамччӗ мана, вара Санӑн сӑнунтан пытанассӑм ҫук: 21. аллуна ман ҫийӗмрен илсемччӗ, Санӑн сехметӳ ан чӗтреттӗр мана.
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ылтӑнпа кӗмӗл пухаҫҫӗ, ытти тӗрлӗрен хаклӑ йышши япала та пухса пыраҫҫӗ, унтан чипер сӑнлӑ, хитре хӗрарӑма кураҫҫӗ те, 19. пурне те пӑрахса, ун патнелле ӑнтӑлаҫҫӗ, ун ҫине ҫӑвар карса пӑхаҫҫӗ, ӗнтӗ пурте ылтӑнпа кӗмӗлтен те, ытти хаклӑ япаларан та ытларах ун ҫумне ҫыпҫӑнаҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӑр, халӑха тасат, кала ӑна: ирччен тасалӑр, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; ҫав тупаланӑ япаларан хӑтӑлмасӑр эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ тӑма пултараймӑн» тесе калать, те; 14. ыран [пурсӑр та] йӑхӗ-йӑхӗпе пухӑнса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан йӑх ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан ӑру кил-йышӗ-кил-йышӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан кил-йыш пӗрер ҫыннӑн пытӑр; 15. тупаланӑ япалана вӑрлани кам ҫине тухӗ, ҫавна хӑйне те, унӑн мӗнпур япалине те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яччӑр: вӑл Ҫӳлхуҫа хывнӑ халалран пӑрӑнса Израиль хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Священниксем ҫиччӗмӗш хут трупа кӑшкӑртса ярсассӑн, Иисус халӑха: кӑшкӑрӑр, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа хулана сирӗн аллӑра пачӗ! тенӗ; 16. хулана хура ылхан ҫитрӗ, унта мӗн пурри — [ҫӳлти ҫарсенӗн] Ҫӳлхуҫине; аскӑн арӑма Раава анчах чӗрӗ хӑварӑр: ӑна хӑйне те, унӑн килӗнчисене те никама та ан тивӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл эпир янӑ ҫынсене сыхласа хӑварчӗ; 17. анчах та тупаланӑ япаларан сыхланӑр, тупаланине илсе хӑвӑрӑн та тупаланмалла ан пултӑр, Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрне тупалани ан ҫиттӗр, ӑна инкек ан пултӑр; 18. пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗл, пӗтӗм пӑхӑр-тимӗр савӑт Ҫӳлхуҫа ятне пултӑр, Ҫӳлхуҫа пурлӑхӗн ҫӳпҫине кӗтӗр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӗрлӗ япаларан, ҫӑм ҫиппипе йӗтӗн ҫиппи хутӑштарса тӗртнӗ пиртен тунӑ тумтир ан тӑхӑн.11. Не надевай одежды, сделанной из разных веществ, из шерсти и льна вместе.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.