Поиск
Шырав ĕçĕ:
Репродукторсенче социализм тӑвакан совет халӑхӗн сассипе юррисем янӑрама тытӑнаҫҫӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ҫав вӑхӑтра шӑпчӑксен хорӗ питӗ вӑйланса ҫитрӗ те темле хӑй пӗр хӑватлӑ симфони пек янӑрама тытӑнчӗ.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ӗнтӗ кӗҫӗр кӑмӑл туличченех ташлӗҫ клубра, ӗнтӗ каллех каҫ пулсанах янӑрама тытӑнӗҫ чӗре варрине кӗрсе вырнаҫакан кӗвесем.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Анчах ручка тытатӑп та… куҫ умне Турунов тухса тӑрать, хӑлхара ун сасси янӑрама тытӑнать: «Эс ман пирки тиркешсе-туса ҫырсан, мӗн калӗҫ тӑван ял ҫыннисем?.. Юмӑҫ ачи пулнӑскертен мӗн ырри кӗтен вара, темӗҫ-и?.. Пӗтерен эс мана…» — ҫак сасса илтетӗп те, Туруновӑн кӳренсе, унӑн малашнехи пурнӑҫӗ епле пуласси, ун шӑпи пӗтӗмӗшпех манран килнӗн йӑлӑнса, парӑнса пӑхакан куҫӗсене куратӑп та каллех калатӑп хама хам: «Ҫук, ҫыраймастӑп!.. Пулмасть…» — тетӗп.
XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Юртӑра вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пушкӑрт халӑх кӗввисем коллективлӑ вылянӑ май янӑрама пуҫланӑ.
Пушкӑрт наци инструменчӗпе — кубызпа — выляма вӗренмелли мастер-класс иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3270489
Виолончелӗн салхуллӑ сасси ҫумне Таня скрипки хутшӑнать, оркестрти пур сасӑсене те айккине сирсе ярса, хӑй кӑна янӑрама пуҫлать.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Кухарка мар эпӗ, — янӑрама тапратрӗ вӑл татти-сыпписӗр.
Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.
Валентина Абакумова кӗҫех кунта чан сасси янӑрама пуҫласса шанать.
Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret
Унтан кӗҫех сасӑсем ҫирӗпленеҫҫӗ, хӑватлӑн, вӑйлӑн, сарлакан янӑрама пуҫлаҫҫӗ:
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӳртре хаваслӑ шӑй-шай, музыкӑ янӑрама тытӑнчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Кӗҫех чӗрене ыраттарса чуна хумхантаракан, хурлӑхлӑ музыка янӑрама пуҫларӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫав вӑхӑтрах чиркӳ чанӗ сасси, вут-кӑвара сӳнтерме чӗнсе, янӑрама тытӑнчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халиччен Чӑваш Яшми ялӗнче каҫ пулнӑ-пулманах хуткупӑс сасси янӑрама пуҫлаканччӗ, унта та кунта балалайкӑсем тӑнкӑртатни хӑлхана ачашлатчӗ, таврана хӗрсен хаваслӑ юррисем чӗтренсе-чӳхенсе сарӑлаканччӗ.
Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Виҫҫӗмӗш хӗлӗх сасси илтӗнсен тин сӗрме купӑс хӑюллӑн янӑрама тытӑнать, ҫемӗ ҫитмӗл те ҫичӗ кукӑр туса малалла ыткӑнать, ҫунатланса каять, шыв сиккине пырса кӗнӗ пек кӗрлет.Потом заговорила третья, и зазвучала мелодия увереннее, смелее забурлила, словно полая вода весной…
Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каҫхи шӑплӑха пӑсма именнӗ пек, ялта майӗпен те хурлӑхлӑн юрӑ янӑрама пуҫлать.
Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Часах вара ҫеҫен хирти ялта, ҫырма хӗрринче, туптав сасси янӑрама пуҫларӗ.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫуртра илемлӗ музыка янӑрама тытӑнчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тепӗр оратор сасси янӑрама тытӑнчӗ:
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫак вӑхӑтрах кӗвӗ уҫӑмлӑн янӑрама пуҫларӗ; ҫынсен ушкӑнӗн кӑнтӑрлахи кӗрлевӗ, ҫыран хӗрринчен илтӗнекенскер, параппан сассине ҫеҫ хӑварса пӗрре хуплать, унтан вара каллех янӑрама ирӗк парать, унтан ҫав кӗвӗ шыв тӑрӑх уҫӑмлӑн сапаланать; ҫапларах калатчӗҫ-и-ха: «хӑлхара янӑрать».
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Мӗншӗн — пӗлместӗп, — килӗшрӗ Тоббоган, — анчах хӗре пилӗкӗнчен ярса тытсанах, кӗвӗ янӑрама пуҫласанах урасем михӗ пек ленчешкеленеҫҫӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.