Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах янтар тӗслӗ темле япала тултарнӑ, ҫиелтен шӑвӑҫ хупӑлчапа витсе тунӑ банка, вара унта панулми варенийӗччӗ пулмалла — ачасене пушшех те илӗртрӗ.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Закройщик арӑмӗ кайичченех ман хуҫасен хваттерӗ айне пӗр хура куҫлӑ ҫамрӑк дама хӗрачипе тата янтар мундштукпа пӗрмаях пирус туртакан кӑвак пуҫлӑ амӑшӗпе пӗрле пырса вырнаҫрӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Градов хӑй сиснӗ-сисмен кӗсйинчен янтар мӑштукне туртса кӑларчӗ те шӑлпа ҫыртрӗ.Градов машинально вынимает из кармана янтарный мундштук и кусает его.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Лаҫсен лаптак тӑррисене лӑчах янтар пек хура ҫупкамсем хурса тултарнӑ, вӗсем хӗвел ҫинче шанаҫҫӗ.Плоские крыши избушек были сплошь уложены черными и янтарными кистями, которые вяли на солнце.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Стенасем ҫине вӑрӑм чӑпӑклӑ та янтар чӑпӑклӑ чӗлӗмсем ҫакса янӑ, пуҫӗсене вӗсенне ылтӑнпа сӑрланӑ; вӗсемпе халь тинех усӑ курмаҫҫӗ, илем вырӑнне кӑна тытаҫҫӗ.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1