Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ниҫта та кӑларса ямӗҫ.
XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
«Пулас салтаксене ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсене ямӗҫ», – палӑртрӗ Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Бахтиёр Холиков.
Салтак аттине 1400 ар тӑхӑнӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60665
— Ӑна-кӑна пӗлместӗп, анчах ӗнелсем сире утрав ҫывӑхне те ямӗҫ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ыран авӑн ҫапассине пӗлсен, эпӗ хӑраса ӳкрӗм: ӗҫ пур тесе, шкула ямӗҫ тата.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Пӗр тытӑнсан вӑраха ямӗҫ пӳртне.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тен, инҫех те ямӗҫ, — терӗ арӑмӗ.
2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ну апла сана тытса хупса лартӗҫ те, пӑшала паричченех ямӗҫ!
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Таҫтан килнӗскерсем те ӗнтӗ, ҫапах чӑвашсемех, хӑваласа ямӗҫ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Неушлӗ ҫунтарса ямӗҫ?!
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ун патне ямӗҫ, — хушрӗ сӑмах пӗри, иккӗленсе.
XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Е тата, пӑшӑрханса: — Кукамай, ҫав буржуйсемпе Кочубей каялла таврӑнмӗҫ-и, чӑнах, таврӑнмӗҫ-и? Большевиксем вӗсене ямӗҫ вӗт? — тесе ыйтатчӗ.
Олег кукамӑшӗ Вера // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Шапошников капитан пурне те ӗненсе тӑрать, пурне те шанать, вӗсем ун ятне ямӗҫ.Всем верил капитан Шапошников, на каждого надеялся — не подведет.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ямӗҫ ҫав…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ярса пӑхӑпӑр, тен, каялла ямӗҫ те-ха, — тенӗ ҫакӑн хыҫҫӑн командир Фролищева.Выслушав Фролищева, командир сказал: — Рискнем, может быть, и не вернут.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Юлташӗсем тимлӗн тӑнласа итленине курса, Саша ҫапла ӑнланчӗ: ачасем ыранах хулана кайӗҫ, ӑна намӑса ямӗҫ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Вӗсем ҫывӑха та ямӗҫ.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Хӑйӗн планне тӗплӗн шухӑшласа пӑхнӑ май, Данилов ҫакӑн пек ӗмӗт тытрӗ: карап ҫине гаваньрен тӳрех ларса тухма май пулас ҫук, мӗншӗн тесен, палласа илӗҫ те ниҫта та ямӗҫ, тепӗр хисепрен тата ют ҫӗршыва каймалли паспортсем ыйтӗҫ.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӗсем урӑх ман ята ямӗҫ, тесе шанатӑп.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Аттепе аннерен ирӗк ыйтмарӑм — ямӗҫ тата.Папе с мамой не стал ничего говорить, а то вдруг не разрешат.
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Йӗпе аркӑсемпе хуторалла тапса сикмеллеччӗ! — хавасланса калаҫрӗ хулсӑр Алешка Шамиль; хӗрлисем хӗрарӑмсем ҫине пӗр снаряд та персе ямӗҫ тесе, вӑл чӑнласах та кӑштах кулянчӗ пулас.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
- 1
- 2