Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫаврака куҫлӑхпа ҫӳрет, лашасен ӑмӑртӑвӗнче нумай выляса ячӗ, пӗр вӑхӑт Америкӑра тата Европӑра импрессариопа ҫӳрерӗ, — марсиансемпе ҫапӑҫни пирки, эрешменсемпе, кометӑсем ҫинчен, вӗсем Лосьпа пӗрле чутах Алтӑр Ҫӑлтӑр ҫине вӗҫсе каяясси пирки каласа кӑтартать.
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Грузи патшин ывӑлӗ ярӑннӑ чух Мимие курса юратса пӑрахнӑ та арӑмӗнчен уйӑрма ыйтса синода хут ҫырса панӑ пулать, мана Венӑри посланник помощникӗ пулма уйӑрнӑ, имӗш, — ҫакнашкал хыпарсене вӑл пӗр кулмасӑр каласа пӗлтерет; Катьӑна эрешменсемпе хӑратать, лешӗ вӗсенчен питӗ хӑрать; пирӗн ҫывӑх юлташсемпе Дубковпа, Нехлюдовпа питӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, пире те, хӑнасене те вӗҫӗмсӗрех килес ҫула палӑртнӑ планӗсене кала-кала парать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир шултра эрешменсемпе шапасем, кӑпшанкӑсемпе хуртсем тата ытти ҫавнашкал чӗрӗ япаласем пуҫтартӑмӑр, сӑпса йӑви те илсе каясшӑнччӗ, анчах ку шухӑша пӑрахма тиврӗ: сӑпсисем йӑвинчехчӗ.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Джим кӑмӑлсӑрланчӗ, апла тӑвиччен «кофене табак ярса хутӑштаратӑп» терӗ, ытти пирки те вӑл питӗ мӑкӑртатрӗ, нимӗн те тӑвасшӑн мар: куршанакпа та аппаланас килмест унӑн, йӗкехӳресем валли купӑс та калас килмест, ҫӗленсене, эрешменсемпе ытти ҫавнашкал чӗрчунсене те алла вӗрентесшӗн мар; ытти ӗҫсене те: перо тӑвассине, чул ҫине ҫырассипе дневник ҫырассине тата урӑх ӗҫсене те пач йышӑнасшӑн мар.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗр-ик минут каласан, хӑвах куратӑн, йӗкехӳресемпе ҫӗленсем, эрешменсемпе ытти мӗнпур чӗрчунсем тунсӑхласа ҫитнипе кӗшӗлтетсе тухаҫҫӗ.Поиграешь минуты две — сам увидишь, как все крысы, змеи, пауки и другие твари соскучатся и вылезут.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӗрлӗрен ҫынсем пур-ҫке, хӑшӗсем акӑ нимӗнсӗрех эрешменсемпе таракансенчен, шӑшисенчен хӑраҫҫӗ, тӳррипех калас-ши, эпӗ ача чухнех пӗр карчӑк ман пирки аннене юмӑҫ ярса панӑ; хаяр арӑмӗнчен вилмелле, тенӗ вӑл ман пирки; ку мана ун чухнех ытла тӗлӗнтернӗ: авланасси ҫине ҫав тери йӗрӗнсе пӑхакан пултӑм… анчах вӑл калани мана тӗрӗсе килес пек туйӑнать; ҫапах та эпе май килнӗ таран ҫавӑ каярах килтӗрччӗ тесе тӑрӑшӑп-ха.
Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1