Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Шур ҫӑнӑхран пӗҫернӗ кукӑльпе тата ҫур бутылка эрехпе наказани парать! — терӗ Васька ҫилӗпе.— Накажет… белыми пирогами с начинкой да полбутылкой водки… — сердито проговорил Васька.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Усал харампыр керменре алхасать Шикне эрехпе шӑваруҫӑн, Анчах хаяр ял вут-сӑмах ав ҫырать Ун ҫурчӗ ҫине каҫарусӑр…
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эрехпе пӗрле балык пачӗҫ, сайра пулать ун пек лайӑх балык.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Фалернска эрехпе ҫӗнӗрен ӳсӗрӗлнӗскер, Метробий текех кӗтесшӗн пулсан.Вследствие новых возлияний фалернского, Метробий решил больше не ждать.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ун хыҫҫӑн мӗнпур оркестрсемпе хорсем хурлӑхлӑ юрӑ юрласа ячӗҫ, парне кӳме илсе килнӗ выльӑхсене пусма пуҫларӗҫ, вӗсен юнне сӗтпе, пылпа тата эрехпе хутӑштарса ҫӗр ҫине сапса тухрӗҫ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Масар чавакан Лувенипе унӑн юлташӗсем, эрехпе хӗрнӗскерсем, Катилина ҫинчен ытла ирсӗр калаҫма пуҫларӗҫ; ыттисем ҫемҫентерех калама ӳкӗтленӗ пулин те, ҫав ӳсӗрскерсем темӗн те калаҫрӗҫ.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кӑвайт ҫуннипе ҫуталнӑ лапамсенче, эрехпе, ташӑ-юрӑпа, хӗрарӑмсемпе киленсе минренӗ халӑх хушшине ҫӗрле Магацитлсем килсе кӗреҫҫӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вилӗм курӑнӑвӗпе туллин киленес йӳтӗмпе вӗсем пӗтӗм Ҫӗр ҫинче уяв-вӑйӑ-савӑклӑх йӗркелеҫҫӗ, патшалӑх управлӑхӗсене, лавккасене яриех уҫаҫҫӗ, ҫурҫӗртен шурӑ хӗрсене илсе килеҫҫӗ те вӗсене халӑха йӑпанма параҫҫӗ, ҫут ҫанталӑка хирӗҫле киленӳшӗн ҫунса минрекен пур ҫын валли те храмсене уҫаҫҫӗ, фонтансене эрехпе тултараҫҫӗ, лапам-тӳремре какай ӑшалаҫҫӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хула ҫыннисем юнлӑ чӳклӗхе кӗпӗрлене-кӗпӗрлене тулаҫҫӗ, асса-ӑншӑртланса ташлаҫҫӗ-силленеҫҫӗ, туйӑмлӑ киленӗҫпе савӑнаҫҫӗ, эрехпе ӳсӗрӗлеҫҫӗ, хаклӑ мул-пуянлӑх сапалаҫҫӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫавӑ — лайӑхчӗ, анчах вӗсем эрех пит нумай ӗҫнине, ӳсӗр чух питех те йӗрӗнмелле пулнине тата эрехпе хӗрарӑм ҫав пурӑнӑҫра пӗртен-пӗр йӑпанмалли япала ҫеҫ пулнине хам ӑнланатӑп пулсан та, хӗрарӑм ҫине темле лайӑх мар пӑхнине курса тӑрасси шутсӑрах кансӗрччӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл Ванька Цыган пек, сывлӑш ҫийӗпе вӗҫнӗ пекех ташлать: унтан ҫынна хӗтӗртмелле те маттурӑн Павел Одинцов, Сорокин ташлаҫҫӗ; чахоткӑллӑ Давидов та урисене урай тӑрӑх тапраткалать те тусан, тӗтӗм тата эрехпе копченнӑй колбассан ҫирӗп шӑршийӗ кӗнипе ӳсӗрет, ҫав колбассаран яланах тунӑ тир шӑрши кӗрет.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурне те праҫник чухнехи шухӑшсем ҫавӑрса илетчӗҫ, пурте тирпейленсерех тӑратчӗҫ, хӑйсене хӑйсем тасататчӗҫ, мунчана чупатчӗҫ, васкаса каҫхи апат ҫиетчӗҫ: каҫхи апат хыҫҫӑн вара закуска чӗркисемпе, сӑрапа тата эрехпе Жихарев пырса ҫитетчӗ, ун хыҫҫӑн тата пур виҫи тӗлӗшӗнчен те килӗшӳсӗр пулмаллах тенӗ пек пысӑклатса янӑ хӗрарӑм пырса кӗретчӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ман вилнӗ упӑшкам та пӗрре тытӑнсан пит ӗҫетчӗ, вара эпӗ ӑна, ӳсӗрскере, ури-алли мӗнӗпех ҫыхса пӑрахаттӑм, ҫывӑрса урӑлсассӑн, йӗмне антараттӑм та ҫирӗп хулӑсемпе ислететтӗм: ан ӗҫ, ан ӗҫсе ҫӳре, авланнӑ пулсан — сан арӑмпа йӑпанмалла, эрехпе мар!
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Салтак хӑсса ячӗ, ӑшӑ эрехпе симӗс сухан ҫулҫин пӑчӑ шӑрши кухняна тулчӗ, чӳрече куҫӗсем ҫумне пӗрмаях темле лапчӑнса кайнӑ сӑмсаллӑ сарлака, тӗксӗм сӑн-питсем пыра-пыра ҫыпҫӑнаҫҫӗ, — питҫӑмартисем ҫумнелле тытнӑ алӑ тупанӗсем ҫав сӑн-питсене пит килӗшӳсӗр мӑн хӑлхаллӑ пек туса яраҫҫӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Марыся вӑрмана кайса мӑк илсе килчӗ, ӑна пӗр ҫӗре ҫапнӑ пӗренесем ҫине сарчӗ, ашшӗне ҫак вырӑн ҫине вырттарчӗ те эрехпе темле им-юм хатӗрле пуҫларӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӗсем хресченсене шаритленӗ какайпа раштав ҫӑкӑрӗ тултарнӑ сумкӑсем, капитуляци вӑхӑтӗнченех юлнӑ салтак флягисене эрехпе хӑватлӑ раки тултарса пырса параҫҫӗ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Темиҫе пулштух эрехпе раки лартнӑ, хаҫатпа витнӗ сӗтелсӗр пуҫне пӳлӗмре тирпейлӗн пуҫтарнӑ салтак кровачӗ пур.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Американец икӗ ҫул хушши, кашни шӑматкунах, питӗ ир вӑранать те уҫӑлса ҫӳреме инҫене-инҫене: е Балатон кӳлӗ хӗррине, е Кӑнтӑр енне — Сегода патне, Тисса Югославие юхса каякан тӗле, Альпа сӑрчӗсен ҫывӑхне — Румыни чиккине, Аслӑ Венгри тӳремлӗхӗн хӗррине, Совет ҫӗршывӗн Карпат леш енӗ ҫывӑхӗнчи Токая, эрехпе чапа тухнӑ вырӑна каять.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Паян ӑна сирӗн пӑтара юлма юрамӗ-ши? — терӗ старик, манран ҫав тери хӑранӑн пек хӑюсӑррӑн йӑл кулса, эп ӑҫталла ярса пусатӑп, вӑл та манран юлмасӑр унталла пычӗ, ҫавна пула ӑна витӗрех ҫапнӑ эрехпе табакӑн шӑршинчен эпӗ пӗр самантлӑха та хӑтӑлаймарӑм.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр тӑванӗ яла кайса эрех илсе таврӑннӑ вӑхӑтра тепӗр тӑванӗ хӑйне хӑй каланӑ: «Халӗ эпӗ ӑна вӗлерсен, пӗтӗм эрехпе пӗтӗм тымар хама юлать».
Виҫӗ тӑван // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 31–32 с.