Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ыйтусене пӗр муниципалитета анчах мар, пурин те ҫак ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ.
Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60804
Ҫивӗч ыйтусем пулчӗҫ.
Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60804
Унта калаҫу территорие тирпей-илем кӗртес, шывпа, ҫутҫанталӑк газӗ пе тивӗҫтерес ыйтусем тавра пычӗ.
Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/
Вӑл мана ыйтусем пара пуҫларӗ, эпӗ вӑл ыйтнисене каласа пытӑм.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Ҫак ыйтусем ытла та вирхӗнсе пынипе, Мосальский стена ҫумнерех хӗсӗнсе, туртӑнса ларчӗ, унӑн ҫамки ҫине вӗтӗ тар тапса тухрӗ, куҫӗсем кас-кас хӗмленсе-ҫунса илчӗҫ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Пысӑк та кирлӗ ыйтусем хускатать автор ҫак кӗнекере.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Вӗсене паянхи пурнӑҫра наци культурисене сыхласа хӑварас тата аталантарас, ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас ыйтусем пӑшӑрхантараҫҫӗ.
«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943
Ҫынсен пуҫарулӑхӗ, вӗсем ҫӗклекен ыйтусем ҫине тимлӗн пӑхни, граждансемпе уҫҫӑн калаҫса тӗрӗс йышӑнусем туни муниципалитет управленийӗн тухӑҫлӑхӗ ҫине тӳрремӗнех витӗм кӳреҫҫӗ, граждансен тӑван тӑрӑх пурнӑҫне хутшӑнас кӑмӑл-туйӑмне ӳстереҫҫӗ.
Олег Николаев Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/21/gla ... et-s-dnyom
Ыйтусем панине юратать вӑл.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫынсем уйрӑмах тӗн пирки пысӑк ыйтусем пачӗҫ:
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Галина Николаевна кӑмӑллӑ кӗтсе илет, ыйтусем пулсан хуравлать, каласа ӑнлантарать.
Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/
Киров ячӗллӗ урамри кӗпере юсамалли тата ытти ыйтусем те пӑшӑрхантараҫҫӗ ҫынсене.
Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/
Тӗлӗнтӗм кайрӑм: эпӗ ыттисем пек тӗрлӗ ыйтусем татса паракан начальник те мар-ҫке, тетӗп ӑшӑмра.
Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.
Ултавлӑ ҫула пула лачакана путса ларнӑ машинӑн пушшӑн ҫаврӑнса тӑракан кустӑрми айӗнчен сирпӗнекен пылчӑк пек пӗрхӗнеҫҫӗ хаяр айӑплавсем те шӑрпӑклӑ ыйтусем.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ыйтусем
Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret
Анчах та кунта татса памалли ыйтусем те чылай.
Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret
1970 ҫулсенче район архивӗн ҫурчӗ тӗлӗшпе каллех ыйтусем сиксе тухнӑ.
Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra
Унччен эсӗ ман пирки ӑшра иккӗленсе хускатнӑ, сана халӗ те канӑҫсӑрлантаракан ыйтусем ҫине хуравлам.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗр ӑна тимлӗн итлерӗ, тӗлӗнмеллипе тӗлӗнчӗ, шеле тивӗҫлине шеллерӗ, хут-хут ыйтусем те пачӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӑмӑлӗ сӳрӗнкӗ, пуҫра вӗҫӗ-хӗррисӗр канӑҫ паман ыйтусем ҫуйкӑн чарлан пек явӑнаҫҫӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.