Поиск
Шырав ĕçĕ:
Матви ытамӗнчен сирӗлесле, унӑн кӑкӑрне тепӗр темиҫе хут сисӗнкӗсӗр кӑлт-кӑлт-кӑлт тӗкрӗ те хӗр, пичӗ йӗкӗт аллисемпе ывӑҫланса каҫӑрӑлсан, тем кӗтсе, тем ӗненсе ыйтакан хӑмӑр-хӑмӑр куҫла шиклӗн, пӑшӑрханнӑн тинкерчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Любовь Сергеевна ку каҫ ҫӗрӗпех ҫавнашкал ниме тӑман, пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман сӑмахсемпе кӑна калаҫрӗ; анчах эпӗ Дмитрие хытӑ ӗненнӗрен тата вӑл: «ну, мӗнле?» тесе ыйтакан сӑнпа пӗрре ман ҫине, тепре хӗр ҫине пӑшӑрханарах пӑхнӑран, эпӗ унашкалли вӑл час-часах пулкалать — Любовь Сергеевнӑна нихӑш енчен те мухтама ҫуккине чунӑмпа ҫирӗппӗн ӗненсе ҫитрӗм пулсан та, ку шухӑша хама хам каламашкӑн та шикленерех тӑтӑм.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав пурин ҫинчен те ыйтакан, пурне те тиркекен хӗрача Таня Воробьева эпир интернационалла пилӗк пуссем пухманшӑн кӑмӑлсӑрланни питӗ тӗрӗс пулнӑ.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Хӗҫпӑшалсемпе хӗҫпӑшал хатӗрӗсем, хӗҫпӑшал хатӗрӗсемпе хӗҫпӑшалсем!» — ҫакӑ вӗсен чарӑна пӗлмесӗр ыйтакан ӗмӗрхи чӗнӗвӗ пулнӑ.
II // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Пур кӗтесрен те Мигель ҫинелле тӗлленӗ, темӗне кӗтекен, ыйтакан, ҫилленекен йӑлтӑркка куҫсем пӑхаҫҫӗ.И во всех углах блестящие, устремлённые на Мигеля глаза, ожидающие, вопросительные, угрожающие.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ачасенчен мӗн кирлине тума ҫирӗппӗн ыйтакан пулчӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Юлашкинчен Монтанелли каҫару ыйтакан ҫын пек: — Артур, хӑвна мӗн кирлине ӑнланмалларах каласа пар-ха, — терӗ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Хушнӑ ӗҫсене тӗрӗс тума ыйтакан тата вӗренекенсемпе яланах кӑмӑллӑ калаҫакан командирсем ҫамрӑксене чӑн-чӑн тӗрӗс ҫул ҫине тухма вӗрентнӗ.Требовательные и дружелюбные командиры помогали молодым воспитанникам выйти на настоящую дорогу.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Эпир ҫӑткӑнҫӑсем мар, эпир хамӑр мӗн тунине пӗлсе ӗҫлекен, хамӑртан тивӗҫлине ыйтакан типтерлӗ хуҫасем.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Атте, качака таки илсе пар-ха мана, — тесе ыйтрӗ пӗррехинче яланах мӗн те пулин ыйтакан Яков.— Тятя, купи мне козла, — просил Яков; он всегда чего-нибудь просил.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Кайӑр Ҫурҫӗр Каролинӑри Китти Хоука, вӑл Гатерас сӑмсалӑхӗнчен ҫурҫӗрелле пулать. Ку чӑнах та эсӗр ыйтакан вырӑн пулать» — тесе килнӗ часах ответ.
12. Вӗҫме хатӗр // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Аслӑ турӑ! ҫак вилӗм кӳрен хӑрушӑ вырӑнта хӑйсене мӗн пуласса пӗлменнисем, мӗншӗн ӳкӗннине уҫҫӑнах чухламасӑр ӳкӗнекеннисемпе хӗн-асап кураканнисем чунтан татӑлса, хӗрӳллӗн, пуриншӗн те ӑнланмалла кӗлтунине пӗр эсӗ ҫеҫ илтсе пӗлсе тӑратӑн, виличчен пӗр секунд маларах кӑна ирхи апат ҫинчен, мӑйне Георги ҫакасси ҫинчен шухӑшлакан, анчах та ҫав хушӑрах эсӗ ҫывӑхрах иккенне хӑраса туйса тӑракан генералран пуҫласа халран кайнӑ салтак таранах, Николаевски батарея урайӗнче, ҫара ҫӗрте, выртнӑ хушӑра санран тивӗҫсӗр чӑтса ирттернӗ мӗнпур хӗн-асапсемшӗн хӑвӑртрах, лере ҫитсенех хӑйне тивӗҫ пек туйӑнакан наградӑна пама ыйтакан выҫӑ та пыйтлӑ салтак таранах кӗлтӑваҫҫӗ сана!
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тӗпчес ӗҫе малалла пуҫласа яма ыйтакан сасӑсем илтӗнсе каяҫҫӗ.
ХСIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эсир ыйтакан укҫапа ман упӑшка ку ҫӗршыва хӑй килмесӗрех пире ирӗке кӑларма пултарать — пӗлетӗр вӗт-ха эсир кунта шурӑ ҫынсемпе мӗн тунине.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл, кӑшт тӗлӗрме пуҫласа, сывлӑмлӑ курӑк ҫине йӑванса каять, тӗлӗкре ӑна аслашшӗн тӗпчевлӗн ыйтакан сасси илтӗнет: «Тен, Генка, эпир урӑх кураймӑпӑр та-и пӗр-пӗрне?»
24 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
«Пирӗн завода пымаллах сирӗн. Эсир пирӗн комсомолецсемпе калаҫма тивӗҫлӗ», — тесе ҫине тӑрса ыйтакан ҫынсене тав тӑвас килет.
Пӗтӗм чӗререн // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Хӑйӗнчен ҫакӑн пек хытӑ та ҫирӗп ыйтакан ҫын, хӑй юлташӗсенчен те ҫавӑн пекех ҫирӗп ыйтма тивӗҫ тесе шутлатӑп эпӗ.
Химипе «отлично» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Хӑҫантанпа сан акку пултӑм-ха, хӑртӑк, ыйтакан?..
XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл Мишка ҫӳллӗш анчах пулнӑ та хӑйне милицие илсе кайма хӑех ыйтакан ачаран палӑрмаллах хӑранӑ.
15. Тӑшман йӑвинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Хӑйӗн суккӑрлӑхӗ пирки халиччен никампа калаҫма та тӳр килмен ӑна, ним пӗлменҫи пулнӑ пек ҫине тӑрсах ыйтакан хӗрачан кӑмӑллӑ сасси каллех унӑн чӗрине тивсе ыраттарчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.