Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫутҫанталӑк панӑ сыхлӑх туйӑмӗ чат сыхах иккен-ха: унӑн пушӑ сылтӑм алли хӑех валт! аяккалла ывӑтӑнса темле ҫамрӑк йывӑҫ вулине яп! ярса илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Капламӑн хыҫал енӗ тӑруках ҫӳлелле ывӑтӑнса ҫӗкленчӗ; унта, кӗтесре, ҫын тӗршӗнсе тӑрать: вӑл маскӑпа, ҫӳлтен анакан вӗренпе темӗн хӑтланать.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Халӗ вӑл сулса янӑ хӗҫ айне тӑшман алли лекес пулсан — ҫав алӑ ывӑтӑнса каймалла.
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Рен йывӑҫа аҫа ҫапнине ас тумасть, ас тӑваймасть те — вӑл йывӑҫпа пӗр харӑсах ҫӗрелле ывӑтӑнса ӳкнӗ-мӗн.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Пӗчӗк йывӑҫ сӗтел ҫинче салӑ ҫурти ҫунать, йӑвашшӑн мӗлтлетекен ҫутӑра мӗлкесен чӗтренчӗк кӗтесӗсем ывӑтӑнса сапаланаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.
Грэй карапӗн — «Вӑрттӑнлӑхӑн» — хӳрипе ывӑтӑнса пыракан кӑпӑк юххи океан урлӑ шуррӑн йӗрленсе каҫрӗ те Лисри каҫхи ҫутӑ йӑлтӑртатӑвӗнче сӳнчӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сехри хӑпнӑран Меннерс ӗсӗкле-ӗсӗкле макӑрчӗ, матроса хӑратрӗ, ылханса пӗтерчӗ, анчах Лонгрен тӗрлӗ еннелле ывӑтӑнса сиккелекен кимме куҫран тӳрех вӗҫертес мар тесе мол хӗррине тата ҫывӑхарах пырса тӑчӗ ҫеҫ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫутӑ тӗшӗрен кӑшт аяккарах зодиак ҫунаттисенчен те шупкарах ҫутӑ спиралӗсем вырнаҫнӑ: хӗвелтен ывӑтӑнса ун тавра спутниксем евӗр ҫаврӑнакан вут океанӗсем.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Бомба ҫурӑлнӑ хыҫҫӑн сывлӑш чӗтренсе илнипе хумӗ таҫталла ывӑтӑнса кайнӑ, ун вырӑнӗнче кивелсе, шӑтса пӗтнӗ хӑмасем те пулман, вӗсем пурте урамра сапаланса выртнӑ.
10. Улмуҫҫи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
- 1