Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ывӑнма (тĕпĕ: ывӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах эрне тӑршшӗпе ытлашши ывӑнма ан тӑрӑшӑр.

Однако постарайтесь все же не сильно устать за рабочую неделю.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗтӗм кӑмӑлран ташларӗ унта Кирей, ывӑнма пӗлмерӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Суд ывӑнма пӗлмесӗр ыйтать, тӗпчет, тӗрӗссине — пӗр тӗрӗссине кӑна! — каласа пама хистет.

Помоги переводом

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каллех Шеридана сӑмах парар-ха: «Пурнӑҫ — пурӑнса ирттернӗ ҫулсен шучӗ мар, пурнӑҫ — асра тӑрса юлнӑ кунсем», — тет вӑл, ывӑнма пӗлмесӗр.

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл ывӑнма пӗлмен, анчах ӗҫ хыҫҫӑн пӗччен хваттерне аран-аран кӑна ҫитсе ӳкнӗ те пӗр-икӗ сехет хушши тӑраймасӑр выртнӑ, аллине час-часах чӗри тӗлне тытнӑ…

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Сывлӑхӗ енчен Петр Петрович ним ыратнинех те шарламан, юлашки вӑхӑтра часах ывӑнма пуҫланине кӑна туйнӑ.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Совет радиожурналисчӗсем марксизм-ленинизм идейисене халӑх массисем патне ҫитерес, ӗҫ ҫыннисене коммунизмӑн пурлӑхпа техника никӗсне тума мобилизацилес, вӗсене коммунизмла воспитани парас тӗлӗшпе малашне те ывӑнма пӗлмесӗр тӑрӑшса ӗҫлӗҫ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Этем йӗрӗ пур! — Укань пахчинчен илтӗнчӗ ывӑнма пӗлмен Маркел сасси.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах, пӗвӗпе лутра пулсан та, Варук таҫта та ӗлкӗрет, ывӑнма пӗлмест темелле.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвак майка витӗр тар тапса тухнӑ, ҫапах, пӗчӗкрен ӗҫе вӗреннӗскер, ывӑнма пӗлмест.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑйлӑскер, ывӑнма пӗлмерӗ темелле.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таҫта ывӑнма пӗлмесӗр куккук авӑтать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлте ҫыхнӑ ҫӗре пичӗкепе ҫӑл шывӗ илсе килнӗ бригадир ывӑнма пӗлмен председателе ырӑ куҫпа пӑхса ӑсатрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑнма пӗлми кӗвӗ хыҫҫӑн кӗвӗ шӑрантаратчӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ывӑнма пуҫласан, йӑлӑхтарма тытӑнсан, — тет Лена, — эпӗ пурнӑҫри ырӑ самантсене, вуланӑ кӗнекесенчи чӑн геройла сӑнарсене аса илме тӑрӑшатӑп, вӗсем пек пулма ӗмӗтленетӗп.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пысӑк укҫа илме ывӑнма пӗлми тӑрӑшмалла-ӗҫлемелле, ӑсталӑха ӳстермелле.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗртет те хӗртет халь вӑл ӑҫтиҫуксене — ывӑнма те пӗлмест.

Помоги переводом

Анатолий Юман // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 46 с.

Кашни ҫулах ачалӑха кашни ачапа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен пурӑнса ирттернӗшӗн, пирӗн ачасемшӗн тӑрӑшнӑшӑн, вӗсен куҫӗсемпе тӗнчене курнӑшӑн, пулӑшу тата хавхалану кирлӗ чухне, ывӑнма пӗлмесӗр юнашар пулнӑшӑн тавтапуҫ.

Помоги переводом

Тӑрӑшнӑшӑн тавтапуҫ // Оксана ЮСУПОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... pu-3455154

Ӗнесен пилӗк-ултӑ ҫухрӑмри яла утса ывӑнма тивмест.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗҫре иртнӗ ҫулсенчи пекех, ҫак ял хуҫалӑх кооперативӗн ывӑнма пӗлмен ертӳҫи Александр Маркелович Тихонов хавхалантарать.

Помоги переводом

Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3389124

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней