Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Пирӗншӗн — Казахстан ҫеҫенхирӗ тӑрӑх шӑхӑрса вӗрекен ҫил сӑпка юрри пулчӗ», теҫҫӗ аттепе анне.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пирӗн ҫывӑхарах темӗнле икӗ кайӑк юрларӗҫ; малтан пӗри чакак евӗрлӗрех кӗскен сас парса илет, ун хыҫҫӑн тепри, вӑрӑммӑн шӑхӑрса, малтанхин юррине малалла тӑснӑ пек юрлать.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Унччен те пулмарӗ — тахӑшӗ ши! шӑхӑрса ячӗ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Изамбаев куҫ хӑрпӑкӗсене чӗпӗте-чӗпӗте тасатать, йӗри-тавралла тинкерсе пӑхать: уйра юр кӑна шӑхӑрса ташлать — ҫутӑ курӑнмасть.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Кун пек пачӑшкӑпа валтиелсем шӑхӑрса кӑна пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эпӗ мӗн вӑй ҫитнӗ таран шӑхӑрса ятӑм.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пур вӑйӗпе туртса ыткӑнтарса янӑ ҫӗмрен, шӑхӑрса, малти мӗлкесем енне вӗҫрӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Асаттесен йӑлине Кичемлесе хисеплет, Кивӗ пусмӑр асапне Ӳле-ӳле кӗвӗлет; Кӗҫ ҫавӑнтах шӑхӑрса Арҫури пек ахӑрать.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тара халӑхӗ ҫулать ҫара тар, Хӑваласа тӑма та кирлӗ мар: Шӑхӑрса ҫава чашкӑрать, Ҫавана халӑх харӑс туптать.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Сӑхӑ пульӑсем шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ.
Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.
Снаряд ванчӑкӗсем пуҫ ҫийӗн вӑр-р! туса, шӑхӑрса саланчӗҫ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Тата ҫур сехет пек выртрӑм, ҫаплах хутран-ситрен пуля шӑхӑрса иртет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ун айне ҫитсе ӳкме ӗлкӗрчӗҫ — вӗсен пуҫ ҫийӗпех виҫшерӗн-виҫшерӗн фашистсен самолечӗсем, сывлӑша ҫурса, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ еннелле шӑхӑрса иртрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Пульӑсем ун тӗлӗпех шӑхӑрса иртеҫҫӗ, ача куян пек ҫӑмӑллӑн чупать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Пӗчӗк юпа пек тӑракан тырккассем пире курсан шӑхӑрса шӑтӑкӗсене пытанаҫҫӗ.
Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Халӗ вӑл хӑйӗн пурнӑҫран уйрӑлас тӗлӗ пар лашаланнӑ хура эсрелӗн чуппи-сиккипех шӑхӑрса ҫывхарса килнине уҫҫӑнах туйса илчӗ, чӗри сиввӗн тире-тире кӑрнлатма пуҫларӗ, вара пурҫук вӑйне пухрӗ те, пыр тулли пӑвӑнса, тутӑх, хӑрӑлтӑк, тискер сасӑпа чуна ҫурса, хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурис, ҫула машина фарипе ҫутатса, малалла урмӑшнӑ куҫӗпе тирӗнсе, хула урамӗсем тӑрӑх шӑхӑрса кӑна пыратчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ку, ӗнтӗ «качтакине», юлташӗсене ҫеҫ мар, пӗтӗм тӗнчене те ҫилӗ хыва-хыва, сӗмленкеле-сӗмленкеле, мекӗшлеткелесе, аллипе ҫӗртен тӗренкелесе, упалене-упалене ури ҫине тӑчӗ, пӑтранчӑк, саланчӑк куҫне «качтаки» ларнӑ еннелле тӗттӗммӗн тӗллерӗ, пӗр супка тӳлек ҫилпех лӑнкӑртатакан ҫӗрӗк тивнӗ йывӑҫ пек сулӑнкаласа тӑчӗ, вара ал пӳрнисене икшеррӗн пӗр-пӗринпе пӗтӗҫтерсе ҫӑварне чиккелерӗ те пӗтӗм шалти сывлӑша хӑлтӑркка, тутӑх тивнӗ саспа вӗртерсе, шӑхӑрса ячӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ши-ик! шӑхӑрса илчӗ каччӑ.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Вӑл, чӳрече сакки ҫумне сӗвеннӗскер, Стурза ҫинелле йӗкӗлтенӗ пек пӑхса, шӑхӑрса юрласа тӑрать:Который, опершись на подоконник и насмешливо глядя на него в упор, насвистывал:
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.