Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑхӑрнӑ (тĕпĕ: шӑхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйӑрса илейрӗ-ши вӑл ман сасса, ҫаплах пӗлеймерӗм, мӗншӗн тесен ҫав хӑйӑлтатнӑ сасӑ ҫӑрӑлтатнӑ та шӑхӑрнӑ сасӑпа улшӑнчӗ.

Осталось неизвестным, узнал ли меня доктор, потому что хриплый голос перешёл в довольно мелодичный свист.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ каларӑм та, вӑл ҫапла шӑхӑрнӑ пек калаҫсах доктор килтех иккенне пӗлтерчӗ, анчах вӑл ҫывӑрать пуль-ха, терӗ.

Я сказал. Она, все шикая, сказала, что доктор дома, но, кажется, спит.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана пӗр хӗрарӑм, аллине ача тытнӑскер, алӑка уҫса кӗртрӗ, пӗрмаях шӑхӑрнӑ пек калаҫса, мана мӗн кирли ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Мне открыла женщина с ребенком на руках и, все время шикая, спросила, что мне нужно.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ара, его высокоблагороди кашкӑр мар вӗт, ҫисе ямӗ; чиркӳ патне ҫитиччен ларса кай», — тенӗ те, Дуня вара гусарпа юнашар кӳммене кӗрсе ларнӑ; ямшӑк ларчӑк ҫине ларса шик! шӑхӑрнӑ, лашасем сиккипе вӗҫтерсе кайнӑ.

Ведь его высокоблагородие не волк и тебя не съест: прокатись-ка до церкви», — Дуня села в кибитку подле гусара, слуга вскочил на облучок, ямщик свистнул, и лошади поскакали.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Атӑл урлӑ кассӑн-кассӑн вӗрекен ҫивчӗ ҫилӗ те тем амак шӑхӑрнӑ, ҫухӑрнӑ пек туйӑнать.

Ветер, который дул порывами через Волгу, казалось свистел и стонал от хвори.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней