Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрин турӑш вырӑнне — хӑма татки (икӗ енӗ те шатрашка!), тепри — турӑ пурне те курать тесе хӑратнӑран — турӑшин куҫне пӑшатанпа чиксе шӑтарнӑ та стена еннелле ҫавӑрса лартнӑ.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Шӑтарнӑ вырӑн ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Касса шӑтарнӑ болтсен тӑват ҫӗр ешчӗкӗ.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ виле патне аякран ҫаврӑнса пытӑм, юн ҫине пусасран асӑрханатӑп, — вӑл Гезӑн персе шӑтарнӑ пуҫӗнчен алӑк урати патнех юхса ҫитнӗ.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Стена ҫумӗнче ӑшчиккине ҫавӑрса кӑларнӑ кивӗ ҫӗмрӗк диван ларать, ҫитти вырӑнне ашӑк витнӗ, одеял вырӑнне — илемле, анчах темиҫе тӗлтен ҫунтарса шӑтарнӑ ковер татӑкӗ витнӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Амбулаторире тӗрме врачӗ Давенантӑн витӗрех персе шӑтарнӑ, шӑнӑрӗсем контузиленнӗ урине ҫыхса ячӗ, унтан ӑна пӗр ҫын камерине вырнаҫтарчӗҫ; унта пуш-пушӑ, сивлек, шурӑпа сӑрланӑ чӳречерен ҫутӑ кӑштах ҫеҫ сӑрхӑнать, им-ҫам шӑрши кӗрет.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ку этеме витӗрех шӑтарнӑ курӑнать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Халь-халь перессе асӑрхасанах ишевҫӗ кӗсменне сӗклерӗ, пуҫне калпакӗпе хупларӗ, кӗсмене шӑтарнӑ пуля тростник тӗмӗ еннелле вӗҫнӗ самантра шухӑшламасӑрах пӗкӗрӗлчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Сывлӑш кӗме шӑтарнӑ пысӑк йывӑҫ ешчӗкре пурӑннӑ ҫав ӑнӑҫсӑрскер, курасчӗ санӑн — эпир ӑна туалет супӑнӗ тесе тиенӗ.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Пӑшал пульли персе шӑтарнӑ мӑйӗ хура-хӗрлӗ хӑмпӑсемпе шыҫса мӑкӑрӑлнӑ; сулахай хӗсӗк куҫӗ тӗксӗм шурӑ; агони авса кукӑртнӑ пӳрнисен шӑмми сикнӗ тейӗн.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Шлюпка шхуна ҫумӗнчех; шхунӑн тахҫанах пере-пере шӑтарнӑ вараланчӑк борчӗ тӑнӑҫлӑн тӗлӗрет; мачтӑсем, штагсем тӗлӗреҫҫӗ, иллюминатор кантӑкӗсем ыйхӑллӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; ватӑ карапӑн чӗриклетекен, кахал шӑплӑхӗ тунсӑхлӑ канӑҫлӑхпа, ҫул ҫӳревҫӗн пӗчченлӗхӗпе сывлать, хайхискер вара юхӑнтарса янӑ ҫӗр ҫулхи садра канать тейӗн, — унта хуҫӑк саксем мӑкпа витӗннӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Маччаран ҫакнӑ ҫиччӗллӗ краҫҫын лампи ҫутинче вӑл темле хӑрушшӑн курӑнать: пуҫне ҫапса шӑтарнӑ пулас та, юхса тӑнӑ юн, кӑлкан пек шурӑ ҫӳҫе тӑрмалантарса, тем анлӑш кӗвелсе хытнӑ; сулахай алли кравать хӗрринчен лӗнчӗр усӑннӑ; кӗпине тӑршшӗпех ҫурса янӑ та, хырӑмӗ ҫинче кӑвакарнӑ вырӑнсем палӑраҫҫӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хирӗҫ пенине вӑл лӑпкӑн йышӑнчӗ, пуля витӗрех шӑтарнӑ аллинчи пистолечӗ чӗтренсе ҫӗре ӳкрӗ.Спокойно встретил он ответные выстрелы, пистолет дрогнул в его руке, пробитый насквозь, и выпал.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӑл ачасене лагере пуртӑ илме янӑ, вӗсем ҫавӑрӑнса пырсан, вӑл ӑтӑр путнӑ тӗлти пӑра шӑтарнӑ.
Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Кӳрши — табак тӗсӗ ҫапнӑ сухаллӑ ҫиллес старик — ӑна хуҫлатнӑ пӳрнин шӑммипе, пӑшатанпа шӑтарнӑ пек тӗксе: «Э, ҫывӑрса кайрӑн-и тата…» — тесе вӑрҫать.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Магнита варринчен шӑтарнӑ, ҫав шӑтӑк витӗр алмазран тунӑ питех те ҫирӗп тӗнӗл тухать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пыршӑсене хытӑ сиенленӗ, темиҫе ҫӗртен шӑтарнӑ, — терӗ пӗрремӗш рангри капитан-хирург.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Чӗрене те сасартӑках темскер каснӑ пек, темскер шӑтарнӑ пек туйӑнчӗ — шӗкӗ кишӗклет тейӗн.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Унӑн пулемечӗсен пульлисем рыцарьсен тимӗр тумтирӗсене ҫӑмарта хуппине шӑтарнӑ пекех шӑтарса кӗнӗ пулӗччӗҫ.Его пулеметные пули пронизывали бы латы рыцарей, как яичную скорлупу.
Малтанхи танксем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Халиччен палицӑпа пенӗ чух чул катӑкӗсем рыцарьсен тимӗр тумтирӗсене пырса ҫапӑнса пӑрҫа пекех каялла сиксе кайнӑ пулсан, ҫитмӗл грамлӑ йывӑр пульӑсем тимӗр тумтире те ҫӑмӑллӑнах шӑтарнӑ.
Павий патӗнчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.