Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку, ман шутпа, шӑннӑран чӗтрени кӑна мар, мӗн-тӗр пире ҫӳлтен пусарать, — кӑххӑм-кӑххӑм ӳсӗрнӗ май шавлать шурсухал.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Куҫ хӑрпӑкӗсем пӑрланса шӑннӑран малта мӗн пуррине курма кансӗр.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Сивӗпе шӑннӑран вӑранса кайрӑм.
Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.
Амӑшӗ калани тӗрӗс пулчӗ, час-час шӑннӑран тата кашни кун нумай утнӑран Ятман ури тӳрленме пуҫланӑ ҫӗртен шыҫӑнса тухрӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Шӑтӑкӗсенчен тӗтӗм кӑларса — шӑннӑран ӗнтӗркенӗ сӑмсана ӑшӑтатӑп.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫамрӑк чухне чунӑн мӗнпур вӑйӗсем малашлӑхалла туртӑнаҫҫӗ; иртнӗ кунсем тӑрӑх тӗшмӗртнӗрен мар, ҫитес кунсем телейлӗ пуласса шӑннӑран, ҫак малашлӑх куҫ умне темиҫе тӗрлӗ, уҫӑмлӑ тата ытарайми лайӑх ӗлкесем пулса тухса тӑрать те, пулас телей ҫинчен пӗр-пӗрне ӑнланмалла тата килӗшмелле ӗмӗтленнисем ман ҫула ҫитнӗ ҫамрӑка чӑн-чӑн телей пекех курӑнаҫҫӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл шӑннӑран хутланса, ҫӗтӗк аттисемпе ҫӗр ҫумне хуллен пускаласа тӑнӑ, аттисем ҫинче тахҫанхи пылчӑк хытса ларнӑ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Валя шӑннӑран пальто пӗркенчӗ те тунката ҫине пырса ларчӗ, параппанне хӑйпе юнашар хучӗ.Валя ежилась от холода и, накинув на плечи пальтишко, уселась на пенек, положив рядом барабан.
10 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ан нӗшӗкле, тен, ку ахаль кӑна, ҫул ҫинче шӑннӑран пулӗ, эсӗ, ав, хӑраса та ӳкнӗ.Не кричи, может, это так у тебя, приостыла с дороги, а ты уж испужалась.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
- 1