Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑллӗ (тĕпĕ: шӑлла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑллӗ ӑҫталла пӑхнине курсан Яков хӑранипе шартах сикрӗ.

Проследив взгляд братишки, Яков вздрогнул в испуге.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Коридорта ӑна шӑллӗ тӗл пулчӗ.

В коридоре он столкнулся с младшим братом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл Доруцӑн пӗрремӗш класра вӗренекен кӗҫӗн шӑллӗ Федораш пулчӗ.

Это был Федораш, младший братишка Доруцы, первоклассник.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пултарулӑх каҫне Тӑрӑн территори пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Рубцов, Патӑрьел муниципалитет округӗн культура, туризм тата информаципе тивӗҫтерӳ пайӗн начальникӗ Наталья Никитина, тӗп специалист эксперчӗ Полина Логунова, вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт управленийӗн информаципе методика центрӗн директорӗ Юлия Миронова, чӑваш писателӗ, литература критикӗ, филологи наукисен кандидачӗ Александр Мефодьев Аксар, Леонид Лялькинӑн шӑллӗ Валерий Матвеевич, унӑн вӗренекенӗ пулнӑ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Ситова, пӗр вӑхӑтра ялти шкулта ӗҫленӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Антонина Тихонова тата Валентина Харитонова, Шупашкарти «Кӗрсе тух» лавкка ертӳҫи Александр Самакин, Чӑваш наци конгресӗн Патӑрьел муниципалитет округӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Светлана Кулакова, Патӑрьелӗнчи каҫхи шкул вӗрентекенӗ Галина Хлебникова, Тӑрӑн чиркӗвӗн настоятелӗ Серафим атте, ял-йыш тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Ашшӗнчен пуҫне унӑн амӑшӗ, арӑмӗ, виҫӗ шӑллӗ тата виҫӗ йӑмӑкӗ пур (вӗсем 2-рен пуҫласа 19 ҫула ҫитнӗ ҫынсем).

Помоги переводом

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Упӑшки ӗҫрен таврӑнман пулин те, Дуся ӑна тӑван шӑллӗ пекех йышӑнчӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн шӑллӗ те – Николай Николаевич Сорокин, 1966 ҫулта ҫуралнӑскер, 1984–1986 ҫулсенче Афганистан Республикинче интернационалла тивӗҫе пурнӑҫланӑ.

Помоги переводом

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Шӑллӗ, Сахара айккинчен тӗртсе, пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ: «Тете, тете, авӑ Сергей!» — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мещенсен хули пек туйӑнчӗ вӑл мана, — тавӑрчӗ шӑллӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑллӗ ку сӑмахсене Сахар мӗн шухӑшпа каланине ҫавӑнтах ӑнланчӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тетӗшӗпе шӑллӗ апла-капла калаҫкаланӑ хушӑра, хайхи ҫын ҫаврӑнса та ҫитрӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кам пулчӗ, чухларӑн-и, Петӗр? — ыйтрӗ Сахар, шӑллӗ ҫине кулнӑ пекрех пӑхса.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ыйткалакан ҫине чӑр! сӑнаса пӑхрӗ, унтан тин шӑллӗ енне ҫаврӑнчӗ те: — Мӗнле шутлатӑн, Петр Петрович, кайса курӑпӑр-и хамӑр ялсем патне? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗрсе кур, мӗнле ҫӑвӑнаҫҫӗ, — яланхи пекех лӑпкӑн каларӗ те шӑллӗ, Сахара алӑкран хӑй патнелле ирттерсе тӑратрӗ, хӑй сехрисем хӑпнӑ арҫынпа хӗрарӑм енне ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗнле шутлатӑн, тете, Хветле аппа патне кӗрсе канмалла мар-ши? — ыйтрӗ шӑллӗ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарпа шӑллӗ, урам вӗҫне ҫитсен, кӑштах чарӑнса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеров шӑнкӑрч вӗллине ҫӗтӗк-ҫатӑкпа тирпейлӗн чӗркесе ҫыхрӗ те ӑна сулахай хул хушшине хӗстерчӗ, сылтӑм аллипе питне сивӗ юртан хӳтӗлесе, пахча вӗҫнелле утса кайрӗ, каялла пӑхкаласа илсе, васкасах шӑллӗ ҫурчӗ еннелле ҫул тытрӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович килнӗ ҫынсене крыльцаран кӑларса ячӗ, вӗсем курӑнми пулсан, хыҫалти алӑкӗнчен тухса, пахчасем хыҫӗпе Петӗр шӑллӗ патне васкарӗ.

Помоги переводом

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович ывӑлӗ хыҫҫӑн утмарӗ, шӑллӗ патне пычӗ.

Помоги переводом

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ывӑлне асӑрхасан, шӑллӗ ҫинчен маннӑ пекех пулчӗ, Сергей патне пырса, ӑна ыталаса илчӗ те: — Эсӗ, ывӑлӑм, манран та пысӑк ӳссе кайнӑ. Мӗнле-ха унта, килте? Мансӑр пуҫне мӗнле пурӑнтӑр? — терӗ.

Помоги переводом

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней