Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл кӗске кӗрӗкпе ваткӑ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫурӑмӗ хыҫне пысӑк кутамкка, сылтӑм хулӗ урлӑ пӑшал ҫакнӑ.
Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Манӑнне туртар, Микулай Петровчӑ, — шӑлавар кӗсйинчен енчӗкне туртса кӑларчӗ мучи, малтан кил хуҫине сӗнчӗ.
Усалли чирлеттерет, ырри сыватать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Мӗншӗн тесен ача валли шкул формисӗр пуҫне, блузка та, шӑлавар та, юбка та туянмалла.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн... // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... ren-ul-umn
Шӑлавар ҫӑртинчен лӑскасан тин ҫӗкленчӗ.
Укҫа // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Лешӗ пӑркаланса утса тухрӗ те, пуҫне чалӑштарса, ик аллине те шӑлавар кӗсйине чиксе калаҫма тытӑнчӗ:
«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Иккӗшӗ те тӑруках шӑлавар кӗсйисене ухтарма тытӑнчӗҫ.
«Эп сана кӗтетӗп, Славик!» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Вара, ку мухтанчӑк ача умӗнче мӗскӗн пек курӑнас мар-ха тесе, шӑлавар кӗсйинчен бинокльне кӑларчӗ.
Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Пӳрте кӗрсен, ача сӗтел ҫинче шап-шур кӗпе, хура шӑлавар, ҫиелте вӗр-ҫӗнӗ галстук выртнине курчӗ.
Килӗшӳ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
— А ман укҫа ҫук тетӗр-и? — шӑлавар кӗсйинчен пӗр ывӑҫ вак укҫа кӑларчӗ Альберт.
V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
Ҫӗнӗ ҫул парни — ҫӗнӗ кӗпепе шӑлавар елка айӗнче ӑна кӗтсе выртнӑ иккен.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Ҫынсем вӑл кӑшкӑрнӑ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ, вара ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк утӑмра, йывӑҫсем хушшинче, вӗсем пекех спецтумтир тӑхӑннӑ, аллисене шӑлавар кӗсйине чиксе таҫталла пӑхса тӑракан патвар ҫынна асӑрхарӗҫ.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ҫийӗнче таса пурҫӑн майка, ҫӗнех мар, анчах типтерлӗ якатнӑ шӑлавар.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Вӑрмана кайнӑ чухне ӳт-тире лайӑх хуплакан тумтир тӑхӑнмалла, шӑлавар вӗҫне нуски ӑшне чикмелле.
Сӑвӑсран асӑрханмалла // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %bb%d0%b0/
Вова хӑйма илме панӑ хут укҫана шӑлавар кӗсйине чиксе пӗр кана шухӑшласа тӑчӗ.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Шарламасть Вова, диван ҫинчен анса ҫӗнӗ шӑлавар тӳмисене пит вӑраххӑн вӗҫертме тытӑнать: киввине, урама тухмаллине, тӑхӑнмалла.
Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Вара шӑлавар тӑхӑнчӗ те кил хушшине тухрӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Уяв ҫитсен, мана анне ҫӗнӗ шӑлавар тӑхӑнтартать.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
— Эсӗ студента шӑлавар миҫе тенкӗ тӑрать тесе сутрӑн?»
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Ну, шӑлавар.
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
«Шимсӑ» тесе Пӑлаки аппа джинсы шӑлавар пирки калать-ха.
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.