Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шхерӑсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пулӑҫсем, вырӑс ҫыннине шхерӑсем тӑрӑх пӑрахут патне ҫитерсе яма килӗшнӗскерсем, вӑл патшана хирӗҫ кӗрешнине пӗлнӗ-мӗн.

Рыбаки знали, что русский, которого они согласились вести к пароходу по шхерам, борется против царя.

Каллех ют ҫӗрте // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Кунта шхерӑсем нумай иккен, урӑхла каласан — ҫӗршер утравсемпе ҫурутравсем, бухтӑсемпе тинӗс кукрисем.

Здесь были шхеры, то есть сотни островов, полуостровов, бухт и заливов.

Каллех ют ҫӗрте // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ӗҫ ӑнӑҫлӑн килсе тухас пулсан, пӗтӗм галернӑй флота каҫарса тӑшмана систермесӗр малалла шхерӑсем хушшипе кайма пулнӑ.

При удаче можно было всей галерной флотилии незаметно уйти шхерами, которыми был укрыт дальше весь финский берег.

Генеральнӑй совет // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

— Гангут сӑмсахӗ патӗнче шхерӑсем ҫук.

— Мыс Гангут шхерами не прикрыт.

Хӑрушӑ хыпарсем // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Ҫурмаутрав ҫумне мӗн чухлӗ ҫывхарарах пыратӑн, ҫавӑн чухлӗ шхерӑсем тата ытларах вакланса, пӑтрашӑнса ҫитеҫҫӗ.

Чем ближе к полуострову, тем шхеры все мельче и запутанней.

Ҫула пӳлсе хунӑ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Ҫул паллӑ мар пулни тата шхерӑсем хушшинче шыв ӑшӑх тӑни ҫула йывӑрлатнӑ.

Незнакомый путь и мелководье сильно затрудняли движение.

Ҫула пӳлсе хунӑ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Выборг хули хыҫӗнчен пуҫласа Финлянди ҫыранӗсенче шхерӑсем нумайланаҫҫӗ.

Финский берег за Выборгом изрезан шхерами.

Ҫула пӳлсе хунӑ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней