Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эсӗ шухӑшлакан пӗлтерӗшпе — ҫапла, юрамасть.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫапла вӑрахчен выртрӑм, мӗн чухлӗ нумайрах шухӑшлатӑп, ҫавӑн чухлӗ йӑнӑш ӗҫ туни ҫинчен шухӑшлакан туйӑм пуҫ мимине шӑтарса ӗмсе кӗнӗ хура сӗлӗх пек туйӑнать.
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӗллевне тӳрремӗнех пырса тивекен мӗн пур шухӑша Жиль хӑйӗнчен чи таса туйӑмсенче улталаннӑн хӑвалать, ҫакӑншӑн мӗн пур хӗрарӑм — ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах — яваплӑ тесе шухӑшлакан, хӗрарӑма курайман арҫын хаярлӑхӗпе путлантарать-пусарать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ҫак ӗҫе общественноҫ представителӗсене, креативлӑ шухӑшлакан тата управлени ӗҫне лайӑх пӗлекен хастар чунлӑ ҫамрӑксене явӑҫтармалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Ҫак проектӑн авторӗ эпир шухӑшлакан япаласем пурте япаласен ячӗсем пулса тӑни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.Автор указывал, что только именам существительным соответствуют существующие предметы.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пачах урӑххи ҫинчен шухӑшлакан Эмиль нимӗн те хуравламарӗ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Уйӑх ҫине самолетпа вӗҫсе кайма шухӑшлакан айван ҫын тупӑнӗ-ши? — тетӗн.Разве найдутся такие простаки, которые вздумали бы отправиться на Луну на самолете?
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫӗрӗн ҫаврӑну тӗнӗлӗ тимӗр йӗп мар — вӑл пире курӑнман, эпир ӑсра шухӑшлакан йӗр кӑна, Ҫӗр ҫав лини тавра ҫаврӑнать; тӗнӗл тӑршшӗ — вуникӗ пин ытларах километр.
Ҫӗр ҫинче мӗншӗн кунпа ҫӗр пулать? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ерофей мана хирӗҫ часах чӗнмерӗ: вӑл чӑнах та ӗнтӗ тӗплӗн шухӑшлакан, васкаман ҫын; анчах та эпӗ ҫав самантрах манӑн ыйту ӑна хаваслантарса лӑплантарнине туйса илтӗм.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Эпир ҫитӗннӗ ҫынсем пекех пурин ҫинчен те тӗплӗн шухӑшлакан пултӑмӑр.
6. Хатӗрленӳ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
— Эпӗ пурин ҫинчен те пӗр пекех шухӑшлакан пулатӑп.
Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Метробий часах кунта республикӑна хирӗҫ усал ӗҫ тума шухӑшлакан ҫынсем пуху ирттернине ӑнланса илет.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Спартак юратупа ӳсӗрӗлсе кайнӑ, хӑй ҫинчен нумайтарах шухӑшлакан пулнӑ, юлташӗсем ҫинчен манса кайнӑ, хӑй ҫинчен тин ҫеҫ ӳкнӗ чуралӑх сӑнчӑрне те, хӑй тупа тусах вӗҫне ҫитерме шухӑшланӑ ирӗклӗхӗн таса ӗҫне те манса кайнӑ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Николай Иванович Дубовӑн повеҫӗсенчи ҫынсем тӗрлӗрен — ырӑ та усал, ӑслӑ та айван, хаваслӑ та тӗксӗм, хӑйсен ӗҫне юратакан, ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен ҫынсем; ыттисемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшакан, хӑйшӗн тата хӑйӗн ырлӑхӗшӗн ҫеҫ шухӑшлакан ҫынсем.
Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӑл вӑраххӑн калать, ун сӑмаххисем хӑйпе пӗр майлӑ шухӑшлакан ҫынна хуллен хыпашласа шыраса пыраҫҫӗ, вара яланах вӑл Петӗр каменщик пек пулнине туйса илеҫҫӗ:
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйӗн нервисене, туйӑмӗсене кирлӗ пек тытса тӑма, хӑйӗн лӑпкӑн та пӗлсе шухӑшлакан ӑсӗ панӑ приказсене пӗр пӑркаланмасӑр пурнӑҫлама Кларк вунпилӗк ҫул хушши вӗреннӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Малалли ҫинчен шухӑшлакан Дзюба ҫакӑн пек кирлӗ япала ҫинчен те: Терезия патне Белограй пӗр сӑнӳкерчӗк те яманни ҫинчен пӗлчӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Карл Иваныча эпӗ юрататтӑм, мӗн хам астӑвассах унӑн сӑнарне куҫ умӗнче тытатӑп, ӑна хамӑр ҫемье ҫынни тесе шутлама хӑнӑхнӑччӗ; Сен-Жером вара мӑнкӑмӑллӑ, хӑй ҫинчен нумай шухӑшлакан ҫын, пысӑккисем пурте хистенӗрен ирӗксӗрех хисепленисӗр пуҫне ман ун патне урӑх нимле туйӑм та ҫукчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр Сережа ҫинчен кӑна шухӑшлакан Соньӑшӑн эпӗ ҫут тӗнчере ҫукпа пӗрех пулнӑн туйӑнчӗ.Сонечка же, казалось, так была занята Сережей Ивиным, что я не существовал для нее вовсе.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Яланах конкретлӑ шухӑшлакан Петя Кизимов ҫавӑнта: — Интернационаллӑ пилӗк пуссене мӗншӗн пухнине эпир халь пӗлетпӗр ӗнтӗ, — тесе хучӗ.
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.