Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ кашни салтака, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ кашни ветерана асра тытса пӗр минут шӑп тӑрас-тӑк, тӗнче аллӑ ҫуллӑха шӑпланӗччӗ», — ҫакӑн пек шухӑша вуланӑччӗ эпӗ нумаях пулмасть социаллӑ сетьре.
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Тен, малашне ЖЗЛ /«Жизнь замечательных людей»/ шухӑша тӗпе хурса, «Чи лайӑх чӑваш журналисчӗсем» ярӑм йӗркелеме те май килӗ?
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Вӑл тӗрлӗ хаҫата /«Комсомольская правда» таранах/ ҫырнине темиҫе хутчен те вуласа тухаттӑм, аслисемшӗн пропагандист пулнӑ май, калаҫнӑ чух шухӑша епле илӗртӳллӗ те килӗшӳллӗ илсе пынине итлесе киленеттӗм.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Аванччӗ, кӑмӑллӑччӗ, — терӗ те Юля, самантрах тарӑн шухӑша путрӗ.
Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Каҫхине ывӑлӑм ҫывӑрса кайсан турӑш умӗнче лампада ҫутаттӑм та ирчченех шухӑша путса лараттӑм.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Унтан шкул ачисем хуҫалӑх ӗҫне сӑнлакан сӑвӑ-юрӑсемпе уява малалла тӑсрӗҫ, «Пӗрлӗхре — вӑй» шухӑша уҫса паракан инсценировка лартса пачӗҫ.
Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15
Шухӑша пӗр тӗвве пуҫтаратӑп та пурне те ӗлкӗретӗп.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Юрий Михайлович килсе пӑхрӗ те, ман шухӑша ырларӗ.
Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11
Пурпӗрех малалла вӗренес шухӑша асран кӑларман Анастасия Сергеевна.
Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
«Эпир ҫамрӑксене шаннӑ, шанатпӑр, ӳлӗмрен те шанӑпӑр. Ҫамрӑксем - Чӑваш Республикин ҫутӑ малашлӑхӗ» - ҫак шухӑша Михаил Игнатьев яланах палӑртать.
Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№