Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутламасть (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тамара кӗме шутламасть те иккен: утта явӑнтаракан пӑрушка ҫурӑмне улӑмпа шӑлкаласа тасатать.

Помоги переводом

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Йӗкӗт сӑмаха жонглер ӑсталӑхӗпе вылятать, пӗрле ларса пыраканни вара вылятма шутламасть те.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫутҫанталӑкӑн ырлӑхӗ нумай: шӑна-пӑван ҫыпҫӑнма пӑхать пулин те — Узурпаттӑрсем ҫук улӑхра, шӑрӑх ҫанталӑкра хӗвелӗ ҫунтармаллипех ҫунтарать пулин те — никам та пуленкепе ҫапма шутламасть ураран.

Помоги переводом

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тата вӑл пиччӗшне те айӑплӑ тесе шутламасть.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Архип Григорьевич умӗнче каланӑ сӑмахсенех калать, хӑйне айӑплӑ тесе шутламасть.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Те килӗшет-ха Роза унӑн ывӑлне качча тухма, те ҫаврӑнса та пӑхмасть — ун пирки Кулюкка шутламасть, анчах Куҫми юлашки вӑхӑтра галстук ҫыхса ҫӳре пуҫларӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн ҫӗнӗ юлташӗ Лена, юнашар выртаканскер, ҫывӑрма шутламасть те иккен.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Унпа пӗр вӑхӑтра ҫӗре кӗнисен хӗресӗсем тахҫан тӳнсе пӗтнӗ темелле, унӑн этем йӑтаяс ҫук юман юпи ҫӗрме те шутламасть, ларать!

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Циркра крючниксем пулнӑ тесе никам та шутламасть.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫыру ҫырман-и, килме шутламасть те-и?»

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Хӗрарӑм илемӗ» — тет ӑна вӑл, ыттисем пек касма-татма шутламасть.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Амӑшӗ те ӳкӗтлесе пӑхать ывӑлне, лешӗ шутламасть те итлеме.

Помоги переводом

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман патши ҫӑмӑллӑнах парӑнма шутламасть, ҫулӑм кӑларсах тимӗрпе кӗрешет.

Помоги переводом

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗр Шывхуҫи кӑна ҫак тискер ҫанталӑкпа пӗрлешсе янраттарса кулать, ачисем асапланнине пӑхса шутсӑр савӑннине пытарма та шутламасть.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Анчах рабочи капиталист заводне туртса илнӗ чух хӑйӗн совеҫӗ умӗнче хӑй хурахла ӗҫ тӑватӑп тесе шутламасть, — терӗ ана хирӗҫ Виктор.

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Апла пулин те, Васса «пӗтрӗм иккен» тесе шутламасть.

Помоги переводом

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл хӑй Пеструшкӑна вӗлернине киревсӗр, йӑнӑш ӗҫ тесе шутламасть, ун ҫинчен арӑмне пӗлтернине кӑна йӑнӑш тесе шутлать.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫитменнине ҫакӑ татах асаплантарать-ҫке: упӑшки ӑна хӑйне нихӑш енӗпе те пулӑшма шутламасть.

Помоги переводом

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӑлавҫӑ хӑй тунӑ ӗҫе темле паттӑрлӑх тесе шутламасть.

Помоги переводом

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Ҫапах шӑпине ӳпкелемест вӑл, хӑйне хевтесӗр тесе шутламасть, ҫавӑнпа пуҫне те усмасть, вӑхӑта усӑллӑ ӗҫ туса ирттерме тӑрӑшать.

Помоги переводом

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней