Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нимӗҫсем вырӑссен тӗлӗнтермӗш «Катюшӑсен» вӑрттӑнлӑхне питӗ пӗлесшӗн пулнӑ, анчах та Иван Флеров ертсе пыракан батарея ракетчикӗсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫӗнӗ хӗҫ-пӑшал вӑрттӑнлӑхне упраса хӑварнӑ.
«Манӑн ҫемье — Аслӑ Ҫӗнтерӳ историйӗнче» // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17
Хӑйсене шеллемесӗр ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ, халтан кайиччен станок умӗнче тӑрса, колхоз уй-хирӗнче ырми-канми тар тӑкса фронта мӗн кирлине йӑлтах вӑхӑтра парса тӑнӑ, Аслӑ Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн вара, Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине ҫирӗплетсе, ӑна ишӗлчӗкрен чӗртсе тӑратнӑ ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхӗпе чӑтӑмлӑхӗ те ӗмӗр-ӗмӗр пирӗн асӑмӑрта упранӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. http://alikovopress.ru/pozdravlenie-glav ... bedyi.html
Тискер тӑшмана ҫӗнтерессишӗн паттӑрлӑх кӑтартса пурнӑҫӗсене шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ салтаксем ҫинчен кашни ӑрӑвах каласа памалла.
Полкри салтаксен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр // А.СИЛИВЕСТРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/polkri-saltaksen-pattarlaxe-vilemser.html
Мӑшӑрӗ Галина Петровна та Элӗкри улма-ҫырла комбинатне кайса кӗнӗ те вӑй-хала шеллемесӗр тимленӗ.
Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17
Теприсем укҫа-тенкине шеллемесӗр интернет кӗртеҫҫӗ.
Телефонсӑр мӗнле пурӑнӑпӑр-ши? // Н.ДАНИЛОВА. Пирӗн пурнӑҫ
— Парти органӗсенче, патшалӑх влаҫӗн тытӑмӗнче пысӑк вырӑн йышӑннӑ ентешӗмӗр умри тивӗҫе чӗре хушнӑ пек пурнӑҫласа, вӑй-хала шеллемесӗр Чӑваш Ен ҫыннисен ырлӑхӗпе тӑнӑҫлӑхӗшӗн куллен тӑрӑшнӑ.
Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Мӗнех, «тимӗр урхамаха» шеллемесӗр пурпӗрех кашни кун ӗрӗхтеретпӗр.Что ж, не жалея "железных коней" все равно каждый день мчимся.
Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Педагогсем тӑрӑшса, вӑхӑта шеллемесӗр, ачасене юратса ӗҫлеҫҫӗ.
Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Вӑй-хала шеллемесӗр ӗҫлекене район шайӗнче те асӑрхарӗҫ.
Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Чӑн та, вӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ Алексей заводра.
Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, вӑй-халне, чун-хӑватне, укҫи-тенкине шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн Регионсен хушшинчи чӑваш наци кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ, ӑна пуҫарса яраканӗ те вӑлах, Николай Игнатьевич Петров историк-спортсмен Виталий Петрович Мердеева «Чӑваш кӗрешӗвӗн хисеплӗ ӑсти» ята парса чысларӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Апла пулин те спорт енӗпе ӗҫлекенсем хӑйсен укҫине пухса та пулин, вӑй-халне шеллемесӗр ачасемпе ӗҫлесе вӗсене ҫӳлелле ҫӗкленме, аталанса пыма пулӑшаҫҫӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
«Тӑлӑха юлнисем пирки каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ман шухӑшпа, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр патшалӑх интересӗсене хӳтӗленисен те аслӑ пӗлӳ илнӗ чухне ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма май пулмалла», – палӑртать депутат.
Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Эпир вӑй-хала шеллемесӗр ӗҫлекен, пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвакан ҫынсене сума сӑватпӑр, вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр, тивӗҫлипех мухтанатпӑр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн хӑйсен кун-ҫулне шеллемесӗр кӗрешнӗ салтаксен пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтнӑ ҫывӑх ҫыннисем мӑнаҫлӑн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗнче вӗренекенсем парада хутшӑнни, Николай Петрова асӑнса йӗркелекен ҫӑмӑл атлетсен Елчӗк урамӗнчи чупӑвӗ, концерт программине хатӗрлеме районти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем анчах мар, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнни уяв ят-сумне тата ӳстернӗн туйӑнчӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Унӑн 20-мӗш ҫуралнӑ кунне пӗрле уявлас килнипе укҫа-тенкӗ шеллемесӗр Уссурийска самолетпа вӗҫрӗм.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Хамӑн Ҫырӑва вӗҫленӗ май, тӑван кӗтес шӑпишӗн пӑшӑрханакан, унӑн пуласлӑхӗшӗн вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫлекен мӗнпур ҫынна чун-чӗререн тав тӑватӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр пире тӑнӑҫ пурнӑҫпа ирӗклӗх парнеленӗ паттӑрсем умӗнче эпир ӗмӗр-ӗмӗр парӑмра.Мы в вечном долгу перед героями, подарившими нам мир и свободу ценою своей жизни.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Шкулсенче, больницӑсенче, республикӑра пурӑнакансен ҫынсен ҫурчӗсенче каллех ӑшӑ та ҫутӑ пултӑр тесе ҫил ҫинче тата сивӗре, ҫумӑрпа юр айӗнче хӑйсен сывлӑхне шеллемесӗр ӗҫленӗ мӗнпур ҫынна тепӗр хут пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945