Поиск
Шырав ĕçĕ:
Володя пӗлӗшӗсем хушшинче ман кӑмӑл час-часах хуҫӑлать пулин те, ун патӗнче хӑнасем пур чухне эпӗ унӑн пӳлӗмӗнче ларма, унта мӗн тунине пӗр шарламасӑр сӑнама юрататӑп.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗншӗн-ха эсӗ, Вася, мана хӑвӑн кӗпӳсене ҫума илсе килсе памастӑн, — терӗ Маша пӗр минут шарламасӑр ларнӑ хыҫҫӑн, — пӑх, епле хуралса кайнӑ, — хушса хучӗ вӑл, унӑн кӗпи ҫухинчен тытса.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсир ӑна хӑвӑршӑн тӑрӑшнӑшӑн тата вӗрентнӗшӗн тав тӑвасса шаннӑччӗ эпӗ, — тӑсрӗ кукамай малалла кӑштах шарламасӑр тӑна хыҫҫӑн, унӑн сассинче вара вӑл хӑй мӗн каласси ҫинчен малтанах шутласа хуни палӑрчӗ, — эсир унӑн хисепе тивӗҫлӗ ӗҫӗсене хаклама пӗлессе кӗтнӗччӗ, эсир пӗчӗклех ун ҫине ал ҫӗклеме хӑйнӑ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч хӑйӗн кӑмӑлӗн туйӑмӗсене парӑннӑ чухне ҫынсем итленине е итлеменнине пӑхмасӑр, чӗринчи шухӑшсене хӑйшӗн хӑй каласа парать; вӑл халь ҫакнашкал кӑмӑллӑ пулнине асӑрхаса, эпӗ шарламасӑр, унӑн ырӑ пичӗ ҫинчен куҫа илмесӗр, кровать ҫине лартӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Паян сирӗн ачӑрсем, савнӑ чунӑм, — малалла тӑсрӗ сӑмахне кукамай пӗр минут хушши шарламасӑр ларнӑ хыҫҫӑн, — ҫурта чутах ҫунтарса яманнине пӗлетӗр-и эсир?
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑшпӗр чухне эпӗ чассавнипе хура решетке хушшинче нимӗн шарламасӑр чарӑнса тӑратӑп.Иногда я молча останавливаюсь между часовней и черной решеткой.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ чылай хушӑ шарламасӑр ларнине пула Соня мана ухмах вырӑнне йышӑнасран шикленме пуҫларӑм, ман пирки ҫавнашкал йӑнӑш шухӑша сирсе ярса, хам ҫинчен тӗрӗссине пӗлтерме шут тытрӑм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
XVIII ӗмӗрте философи ыйтӑвӗсемпе тата хитре калаҫасси тӗлӗшпе Францире ҫырса кӑларнӑ лайӑх япаласене пурне те вуласа тухнӑ вӑл, француз литературин мӗнпур лайӑх произведенийӗсене тӗплен пӗлсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа час-часах Расин, Корнель, Боало, Мольер, Монтень, Фенелон ҫырнисенчен цитатӑсем илсе калама пултарнӑ, ҫакна тума юратнӑ та; вӑл мифологие питӗ лайӑх пӗлнӗ, эпосла поэзин французла куҫарнӑ авалхи палӑкӗсене вӗренни уншӑн усӑллӑ пулнӑ, историпе Сегюр ҫырнисенчен ҫителӗклӗ пӗлӳ илнӗ; анчах математикӑна та (арифметикӑна кӑна кӑштах чухлакаланӑ вӑл); физикӑна та, хальхи литературӑна та пачах пӗлмен: калаҫура вӑл сӑпайлӑн шарламасӑр юлма е Гете, Шиллер тата Байрон ҫинчен темиҫе пӗтӗмӗшле сӑмахсем калама пултарать, анчах хӑй нихҫан та вуламан вӗсене.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Наталья Савишна ҫаксене пурне те пӗр шарламасӑр итлет, унтан, документа аллине тытсан, ун ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илет, шӑл витӗр тем мӑкӑртаткалать те, алӑка шалтлаттарса хупса, пӳлӗмрен чупса тухать.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗн акӑш-макӑш пысӑк аллисене кӑкӑрӗ ҫине хурса, пуҫне усса, Гриша турӑшсем умӗнче ним шарламасӑр, тӑтӑшах ассӑн сывласа тӑчӗ, унтан чӗркуҫҫийӗ ҫине йывӑррӑн ларчӗ те кӗлтӑва пуҫларӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗттӗмре ларма хӑрушӑрахчӗ пире, эпир пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ те ним шарламасӑр кӗтетпӗр.Нам всем было жутко в темноте; мы жались один к другому и ничего не говорили.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Малашне мӗн пулассине каланисем пирки, — хушса хучӗ вӑл, кӑштах шарламасӑр ларнӑ хыҫҫӑн, ассӑн сывласа: Ie suis payee pour y croire; аттен вилес кунне ҫеҫ мар, сехетне те Кирюша чылай малтан тӗп-тӗрӗс систерни ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ пулас эпӗ сана.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр, пӗр шарламасӑр ларчӗҫ.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Темиҫе ҫын пӗр шарламасӑр пырса тӑчӗҫ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӑшт вӑхӑт иртсен, вунӑ ҫынна яхӑн Павӑл патне пӗр шарламасӑр ҫывхарчӗҫ.Несколько мгновений спустя человек десять молча подошли к Павле.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Йевта ӑна пӗр шарламасӑр итлерӗ.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пухура ним шарламасӑр ларакансем ҫине тӑнипе, Павӑл питех те хирӗҫ тӑчӗ пулсан та, Округ комитечӗн кӑтартӑвӗсене ҫавах та кӗтме йышӑнчӗҫ.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Партизансем ӑна шарламасӑр, тимлӗн итлерӗҫ, анчах вӗсен куҫӗсенче, вӗсем хӑйсене епле тытнинче ӗненменни палӑрчӗ.Партизаны слушали его внимательно и молча, но по их глазам он видел, что они ему не верят.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ну, текех унпа калаҫма хӑтланмарӑм, пӗр шарламасӑр пыратӑп.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Вӑл, пӗр сӑмах шарламасӑр, наганне кӑларчӗ, японецсене пӳрнипе шутласа тухрӗ, унтан наган параппанне пӑхса илчӗ те, шиклӗн шухӑша кайса: — Ҫиччӗ валли ҫиччӗ… шӑпах, — терӗ.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.