Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урамсенче тӗрткелешсе ӳсӗр офицерсем ҫӳреҫҫӗ, хунарсене, иртсе ҫӳрексисене револьверсенчен переҫҫӗ, «Ойра, ойра» тата «Шарабан мой, американка», тесе юрлаҫҫӗ.По аллеям ходили пьяные офицеры, стреляли по фонарям, пели «Ойру» и «Шарабан мой, американка».
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Япаласене Маковейчик шарабан ӑшӗнчен хӑй кӑларма тытӑнчӗ: утиял, михӗ, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ хресчен ҫӗлӗкӗ.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Халӑх чупса пынӑ, дамӑна шарабан ҫинчен анма пулӑшнӑ, Рахметова ҫӗклесе тӑратнӑ; унне кӑштах кӑкӑрне амантнӑ пулнӑ, анчах та чи йывӑрри, кустӑрма ун уринчен чылай пысӑк татӑках какай тӑпӑлтарса илнӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шухӑша кайса пынӑ вӑхӑтра ӑна хӗрарӑм сехри хӑпса шари ҫухӑрни илтӗнсе кайнӑ; Рахметов ҫаврӑнса пӑхнӑ та шарабан ҫинче ларса пыракан дамӑн лаши ӗрӗхсе кайнине курнӑ, тилхепине дама хӑй тытса пынӑ пулнӑ, анчах та лашине тытса чарайман, тилхепи ҫӗртре сӗтӗрӗнсе пынӑ — лаша Рахметов патне ҫитесси икӗ метр ҫеҫ юлнӑ; Рахметов ҫул варринелле ыткӑннӑ, анчах лаша ун ҫумӗнченех вӗҫтерсе иртсе кайнӑ, вӑл чӗлпӗре тытма ӗлкӗреймен, шарабанӑн хыҫалти тӗнӗлӗнчен ҫеҫ ярса тытма ӗлкӗрнӗ — тытса чарнӑ, анчах хӑй те ӳкнӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1