Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шакла сăмах пирĕн базăра пур.
шакла (тĕпĕ: шакла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Следователӗн Ҫӑварни пӗлӗмне аса илтерекен ҫаврака питлӗ, шакла хырнӑ пуҫӗ ун ҫине хӗсӗнмен, тӗпчевлӗ куҫӗсемпе тинкерчӗ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сарлака пит шӑммиллӗскер, шакла пуҫлӑскер, вӑл хырса янӑ шимпанзене аса илтерет.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн, Ванюш, вӑрҫӑ пуҫланма пултарать-и мӗн? — сасартӑк канӑҫсӑррӑн ыйтрӗ арӑмӗ, упӑшкин ҫар вӗрентӗвне кайиччен шакла хыртарса янӑ пуҫне сӑтӑркаланӑ май.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗпсӗр кӳлӗ патӗнчи хурӑн кати вара шакла пуҫлӑн ларса юлчӗ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Апла каласан та юрать, — килӗшрӗ шакла пуҫ.

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Ун чух пурччӗ пӗртак, — хирӗҫлерӗ шакла пуҫ.

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Шакла пуҫлӑ пассажир — пырӗ типе пуҫланӑран — шыв ӗҫсе тутине ҫулласа илчӗ.

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Анчах унӑн юлташӗ вара, вӑрӑм мӑйлӑ та тӳрӗ ӗнселлӗ яш ҫын, шакла пуҫлӑскер, мана темшӗн вӗчӗрхентернӗҫем вӗчӗрхентерсе пычӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Театр ҫамрӑклӑхне ҫулпа виҫмеҫҫӗ пулин те, ун коллективӗнче хушӑран «вӑрӑм ҫӳҫлӗ те шакла чӗреллӗ» ҫамрӑксем тӗл пулаҫҫӗ.

Помоги переводом

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫамрӑк арҫыннӑн шакла хыртарнӑ пуҫӗ пӗчӗк те чӑх ҫӑмарти евӗр яп-яка.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫав хушӑра шакла пуҫлӑ драгун, аяккинчен тапӑнса, Тимофей-хусаха хӗҫӗпе пуҫӗнчен ҫапрӗ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку тиек пире йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ ӗнтӗ, — тет сарлака хул-ҫурӑмлӑ шакла пуҫлӑ арҫын.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен ҫӗртенех яриех алӑк уҫӑлчӗ, пӳлӗме ҫӗтӗк камсул тӑхӑннӑ шакла пуҫлӑ арҫын чупса кӗчӗ, хӑй вӑл йӗп-йӗпе, ӑна тин ҫеҫ шывран туртса кӑларнӑ тейӗн.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ку хутӗнче, хама сӑрапа сӑйлакан кӑмӑлне тӑвас тесе-ши, манӑн та хам пӗлнӗ пӗртен-пӗр анекдота сӗтӗрсе, ҫӑрса-тӑмласа парас килчӗ (пӗр палланӑ шакла пуҫ, ҫавӑн йышши ӳпӗнчӗк, кӑнччамас анекдотсене пухаканскер, ӑна шедевр, анекдотсен анекдочӗ, терӗ.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ӗнер пӗр шакла пуҫа тӗл пултӑм та — й-й-йятӑмӑр пӗрре!

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Вӑхӑт вӑрах та иртмерӗ, парк администрацийӗ вырнаҫнӑ симӗс сӑрӑпа сӑрланӑ, чӗренче витнӗ лап йывӑҫ пӳртрен селӗм тӗксӗм кӑвак костюм тӑхӑннӑ, шакла пуҫлӑ чух арҫын тухрӗ те куҫне тӳрех паркри пӗр йывӑҫсӑр вырӑналла вӗҫтерчӗ, сӑнакаласа-тӗпчекелесе тӑркаласан, вичкӗн куҫне Ула Тимӗр ҫине ҫавӑрчӗ, вара хатӑррӑн ун патнелле вашкӑнтарчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр ирхине (вырсарникун пулчӗ ку), апат тунӑ хыҫсан, Митюк, вунҫичче пуснӑ ҫамрӑк, шакла пуҫ, ашшӗ пекех хыткан та тӑсланкӑскер, чӑлан стени ҫумне ҫакнӑ тӗкӗр умне пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫӳҫне шакла касатчӗ.

Помоги переводом

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Шалтисене те илтӗнмелле пултӑр тесе уҫса хунӑ алӑк патӗнче, пусма картлашки ҫинче, ҫӗлӗксӗр, ҫӳҫне шакла кастарнӑ, ҫине кивӗ, анчах, таса тумтир тӑхӑннӑ арҫын сӑмах калать.

Стоя на ступеньках перед дверью, открытой для того, чтобы слышно было и находившимся внутри, выступал человек без шапки, коротко остриженный, в старой, но чистой одежде.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Хӗветӗр Ваҫлейчӑ, эсӗ пултӑн мар-и, нумай пулать сана курманни, епле пурнан, мӗнле сывлан? — алӑ пачӗ тачка питлӗ хура ҫын, шӗвӗр сӑмсаллӑ шакла пуҫлӑскерне, — ачаран пӗрле ӳсрӗмӗр, кайран, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса уйрӑлнӑ пекех, мантӑмӑр.

Помоги переводом

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней