Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗркенӗ (тĕпĕ: чӗркен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыран хӗррипе кӗпӗрленсе утакан ҫынсем патне Сахар ыткӑнса ҫитрӗ — вӗсен умне ункӑласа чӗркенӗ сӳс вӗрен пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑвӑртрах шыв ӑсрӑмӑр та пирпе чӗркенӗ пулӑсене салтса шыва ятӑмӑр.

Помоги переводом

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Ҫапах та ура путни халь Альбертшӑн хӑрушӑ мар: ҫӑмат ӑшне тӑлла чӗркенӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Вӑл ача чӗркенӗ ҫи виттине уҫнӑ та тек пакӑлтатать:

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Чарӑнтӑм ҫеҫ, ача ҫуратмалли ҫуртран Сидор Иванович шап-шурӑ ҫи виттипе чӗркенӗ ачине йӑтса тухрӗ.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Вӑл ачана ик-виҫӗ хут шурӑ ҫиттипе чӗркенӗ те, ҫиелтен сӑхман аркипе витсе, чиркӗве илсе кайнӑ.

Помоги переводом

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ун арӑмӗн аллинчи ача пек курӑнакан чӗркенӗ япала ҫавӑ пулнӑ-мӗн.

Вот, оказывается, что держала за пазухой, будто спеленутого ребенка, Клавье — бутыль с пивом!

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл хӗвӗнчен тутӑрпа чӗркенӗ темӗнле тӑваткал япала туртса кӑларчӗ.

Она вытащила из-за пазухи что-то квадратное, завернутое в платок.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Иккӗшӗ те пуҫӗсене шап-шурӑ ал шӑлли чӗркенӗ.

На головах у обоих белели тюрбаны из полотенец.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуҫӗсене ура тӑли чӗркенӗ.

На головах у них онучи накручены.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр аллинче унӑн ывӑс витнӗ чӗрес, хул айӗнче шур тутӑр ҫӗтӗкӗсемпе чӗркенӗ пысӑках мар тӗркӗм.

В одной руке его — покрытая деревянным кружком кадочка, за пазухой — небольшой сверток в белой тряпице.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хутне таса пирпе чӗркенӗ, Ҫине тем ҫырнӑ нимӗҫле.

Помоги переводом

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ху ҫӳреместӗн пулсан, сан патна кам ҫӳретӗр? — Липа аллинчи хаҫатпа чӗркенӗ виктори ҫырлине Левентей умне хучӗ, хӑй те хут татӑкӗ ҫине ҫырла илсе ҫиме пикенчӗ.

Помоги переводом

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эрни-эрнипе ӗҫлетчӗҫ те, ашшӗ вара ачисене савӑнтарма лавккаран илемлӗ хутпа чӗркенӗ конфет е ҫинӗ чухне ванса тӑракан кӗрпеклӗ кӗлентӗр илсе килетчӗ.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрача кивӗрех хӗрлӗ блузка тӑхӑннӑ, пуҫне пӗчӗк тутӑр чӗркенӗ, тутӑр айӗнчен хӑйӗн йӗтен сӳсӗ пек сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем курӑнса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мускавран парса янӑ грамотӑна тем тесен те кунта вуламалла марччӗ ӗнтӗ, анчах мӗн тӑвӑн, хан ыйтать, Бозекӑн ирӗксӗрех кӗсьерен тӗплӗн чӗркенӗ пергамент таткине туртса кӑлармалла пулчӗ.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗртакран хаҫатпа чӗркенӗ пысӑках мар йывӑр япала йӑтса тухрӗ, палисад ҫумӗнчи сак ҫине ларма чӗнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

— Ун пек хыпарсем нумай сараҫҫӗ халь Совет влаҫне курайманнисем, — терӗ Данилов, чикарккӑ чӗркенӗ май.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Иван Яковлевича кӗрсе курас килнипе ҫеҫ… — текелерӗ Иоаким Степанович, сӗтел ҫине хутпа чӗркенӗ сахӑр катӑкӗсем кӑларса хунӑ хушӑра.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чирлӗ ҫынна лимон пит усӑллӑ, — тесе, витӗр курӑнакан хутпа чӗркенӗ кучченеҫе Елюка аллинчен тыттарчӗ, салам калама хушрӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней