Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗрех (тĕпĕ: чӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрех! — хирӗҫ сасӑ пачӗ Иван.— Эсӗ те чӗрӗ-и?

– Живой! – откликнулся Иван. – А ты тоже живой?

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Ҫийӗнчен тата ача-пӑча чӑвашла, хӑйсен вырӑнти диалекчӗпе калаҫнине илтсе кӑмӑл тата та ҫӗкленчӗ: чӗрех-ха пирӗн юратнӑ тӑван чӗлхемӗр!

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

19. Вара ҫавӑнтан хамӑр чӑнлӑхран иккенне пӗлӗпӗр, Турӑ умӗнче чӗрене пусарӑпӑр; 20. пире хамӑр чӗрех айӑплать пулсассӑн, Турӑ тата ытларах айӑплӗ: Турӑ пирӗн чӗререн аслӑ, Вӑл пурне те пӗлсе тӑрать.

19. И вот по чему узнаем, что мы от истины, и успокаиваем пред Ним сердца наши; 20. ибо если сердце наше осуждает нас, то кольми паче Бог, потому что Бог больше сердца нашего и знает все.

1 Ин 3 // .

Сири тапӑрне каяр: пире чӗрех хӑварсан — пурӑнӑпӑр, вӗлерсен — вилӗпӗр, тенӗ.

Пойдем лучше в стан Сирийский. Если оставят нас в живых, будем жить, а если умертвят, умрем.

4 Пат 7 // .

22. Унтан тепӗр хӗрарӑмӗ каланӑ: ҫук, ман ывӑл чӗрех, сан ывӑлу вилӗ, тенӗ.

22. И сказала другая женщина: нет, мой сын живой, а твой сын мертвый.

3 Пат 3 // .

Аллине виҫӗ ҫӗмрен илнӗ те вӗсене Авессалома чӗринченех лектернӗ — юманран ҫакӑнса тӑнӑ чухне лешӗ чӗрех пулнӑ-ха.

И взял в руки три стрелы и вонзил их в сердце Авессалома, который был еще жив на дубе.

2 Пат 18 // .

19. Пуҫлӑхсем ӗнтӗ халӑха каланӑ: эпир вӗсене Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе тупа тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене тӗкӗнме пултараймастпӑр; 20. эпир акӑ ҫапла тӑвӑпӑр: вӗсене тупа тунӑшӑн хамӑра ылхан ан ҫиттӗр тесе, вӗсене чӗрех хӑварар, тенӗ.

19. Все начальники сказали всему обществу: мы клялись им Господом Богом Израилевым и потому не можем коснуться их; 20. а вот что сделаем с ними: оставим их в живых, чтобы не постиг нас гнев за клятву, которою мы клялись им.

Нав 9 // .

23. Сӗмлӗхрен сасӑ илтсессӗн, ту вут-ҫулӑмпа ҫунса тӑнӑ вӑхӑтра эсир, сирӗн мӗнпур ӑру пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннӑрсем, ман патӑма пырса тӑтӑр та 24. ҫапла каларӑр: акӑ Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире Хӑйӗн мухтавлӑхне, Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартрӗ, эпир Унӑн сассине вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗмӗр; паян эпир Турӑ этемпе калаҫнине, этемми вара чӗрех юлнине куртӑмӑр; 25. ӗнтӗ пирӗн мӗншӗн вилмелле-ха? пире ҫак аслӑ вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ; Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, сассине татах илтес пулсассӑн, эпир вилетпӗр, 26. вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫакан чӗрӗ Турӑ сассине пирӗн пек илтсе те чӗрӗ юлнӑ чун пур-ши вара? 27. эсӗ кай та Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, [хӑвна] мӗн каланине пӗтӗмпех итле, Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, хӑвна мӗн каланине пӗтӗмпех пире каласа тӑр, эпир итлӗпӗр, мӗн илтнине тӑвӑпӑр, терӗр.

23. И когда вы услышали глас из среды мрака, и гора горела огнем, то вы подошли ко мне, все начальники колен ваших и старейшины ваши, 24. и сказали: вот, показал нам Господь, Бог наш, славу Свою и величие Свое, и глас Его слышали мы из среды огня; сегодня видели мы, что Бог говорит с человеком, и сей остается жив; 25. но теперь для чего нам умирать? ибо великий огонь сей пожрет нас; если мы еще услышим глас Господа, Бога нашего, то умрем, 26. ибо есть ли какая плоть, которая слышала бы глас Бога живаго, говорящего из среды огня, как мы, и осталась жива? 27. приступи ты и слушай все, что скажет [тебе] Господь, Бог наш, и ты пересказывай нам все, что будет говорить тебе Господь, Бог наш, и мы будем слушать и исполнять.

Аст 5 // .

18. Моисей кайнӑ та, Иофор патне — хунӗ патне — таврӑнса, ӑна каланӑ: эпӗ каям, Египетри тӑванӑмсем патне таврӑнам та курам: чӗрех-ши вӗсем? тенӗ.

18. И пошел Моисей, и возвратился к Иофору, тестю своему, и сказал ему: пойду я, и возвращусь к братьям моим, которые в Египте, и посмотрю, живы ли еще они?

Тух 4 // .

30. Израиль Иосифа каланӑ: халӗ ӗнтӗ, санӑн сӑнна курнӑ хыҫҫӑн, эсӗ чӗрех иккенне курнӑ хыҫҫӑн, манӑн вилсессӗн те юрать, тенӗ.

30. И сказал Израиль Иосифу: умру я теперь, увидев лице твое, ибо ты еще жив.

Пулт 46 // .

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней